Патӑрьелти тӗп вулавӑшра халӑха кӗнекепе ытларах туслаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Унта вулакансене ҫӗнӗ кӗнекесемпе те илӗртеҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп вулавӑшра та «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» конкурс иртет.
Вулавӑшра литературӑна тишкереҫҫӗ, калаҫусем ирттереҫҫӗ, вулав конференцийӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫапла майпа ӗҫченсем халӑха ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӗнеке куравне чылай кӗнекене кӗртнӗ. Ҫынсем уйрӑмах А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Эльпин «Пулас кинсем», В.Тараватӑн «Чарусӑр чӗре», «Чӑваш литературин антологийӗпе», М.Юхман «Ҫут хӗвел тӳпене хапарсан…», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫут ҫанталӑк кӗвви», И.Ерофеевӑн «Тайгари вӑрӑ-хурах», В.Турханӑн «Живым надо жить» кӗнекисемпе кӑсӑкланнӑ.
Хальлӗхе А.Павловскаян «Вӗрене шывӗ те пылак», В.Самойлов-Раштавӑн «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе», Г.Хлебниковӑн «Ҫутҫанталӑк кӗвви», В.Эльпин «Пулас кинсем» кӗнекисене уйрӑмах нумаййӑн вуланӑ. Халӗ вулавӑшра шорт-листсемпе усӑ курса ҫынсен хушшинче ыйтӑм ирттереҫҫӗ.