Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Инкек пирки «Шкода-Октавия» водительне тӗпчеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 26.03.2015 18:49 | 1366 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.

Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ. 18-ти каччӑ Канашран иккен. Шупашкарти училищесенчен пӗринче вӗренет. Водитель правине вӑл вунсаккӑр тултарнӑ хыҫҫӑн пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче илнӗ. Ҫавӑнтанпа ун тӗлӗшпе тӑватӑ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Чӑваш Енри ҫул ҫинчи кашни улттӑмӗш инкек 3 ҫултан пӗчӗкрех стажлӑ водительсен айӑпӗпе пулать иккен. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.

#Шупашкар районӗ, #инкексем, #пӑтӑрмахсем, #тӗпчевсем, #Шупашкар, #Ҫӗрпӳ, #Канаш, #ҫамрӑксем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем