Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Кӗмӗл сасса» вунпиллӗкрисем те хутшӑнайӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 27.03.2015 12:15 | 1977 хут пӑхнӑ
Культура «Кӗмӗл сасӑ» фестивалӗ йӗркелӳ комитечӗ
«Кӗмӗл сасӑ» фестивалӗ йӗркелӳ комитечӗ

Чӑваш наци конгресӗ республикӑн Культура министерстви тата Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен вунулттӑмӗш хут иртекен «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурсне пӗтемлетни пирки конгрессӑн пресс-служби хыпарлать.

Ҫак кунсенче йӗркелӳ комитечӗ положение ҫирӗплетнӗ, унта улшӑнусем кӑштах кӗртнӗ. Ытти ҫул конкурса вунултӑ ҫултан пуҫласа вӑтӑр пиллӗк таранчченхи яш-кӗpӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарнӑ пулсан, кӑҫал вунпилӗк ҫултан аслӑраххисен те «Кӗмӗл сасса» лекме май пур.

Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл cacӑ» фестивальне регионсен, районсемпе хуласен, республикӑсен «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнмалла.

Вӗсен эстрада тата хальхи майлӑ илемлетнӗ халӑх юррине хатӗрлемелле. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне хыпарламалла. Пӗтӗмӗшле положение ЧНК ӗҫ тӑвакан комитечӗ вырӑнсене ярса napӗ.

Пӗлтӗр ҫak конкурса xaмӑp республикӑран, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ӗренпур, Capӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен nypӗ 37 ҫaмpӑk хутшӑннӑ.

#Ӗренпур облаҫӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #культура, #ЧНК, #фестивальсем, #Кӗмӗл сасӑ, #Сарӑту облаҫӗ, #ҫамрӑксем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем