Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Чӑвашла сайтсен «Шурӑ сӑнӑ» конкурсӑн ятарлӑ сайчӗ ӗҫлесе кайрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.03.2015 08:34 | 1470 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Чӑваш халӑх сайтне уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитсе пынӑ май эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттересси пирки сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ пулин те хутшӑнакансем ытлашшиех тупӑнмарӗҫ-ха. Паллах, сайтсем йышӑнса ҫитерессиччен тата вӑхӑт чылай — ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кӗтетпӗр. Ҫавах та сире кӑштах та пулин хавхалантарас тесе ӑмӑрту валли ятарлӑ сайт хатӗрлерӗмӗр. Унпа эсир shursana.chuvash.org адреспа паллашма пултаратӑр.

«Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать. Конкурса тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сайтсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне 2015 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтерӗпӗр. Мала тухнӑ сайтсене премисемпе чыслас шухӑшлӑ.

Ҫавӑн пекех хамӑрӑн тепӗр конкурс пирки те аса илтерес килет. «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурсӑн малтанхи тапхӑрӗ вӗҫленессе нумай юлмарӗ теме пулать. Хайлавсене йышӑнасси акан 27-мӗшӗнче вӗҫленет. Вӑхӑт нумай мар — пӗр уйӑхран та сахалрах. Хальхи вӑхӑтра вара 6 ӗҫ кӑна ярса панӑ-ха. Асилтерер, ӑмӑрту Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкӗ ячӗпе иртет. Ӑна «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтокие (1905–1942) халалланӑ.

#конкурссем, #тӗнче тетелӗ, #сайтсем, #литература

 

Комментари:

Илле // 3035.94.7765
2015.03.30 16:12
Салам Николай
Шура сана конкурсу пирки хыпар вуларам Маттур Анасусем сунатап
Анчах сырна чух тархасшан челхе пелекенсемпе канашласа илме тараш Ак спонсор картинче КУ САНА ВАЛЛИ ВЫРАН тесе сырна КУ САН ВАЛЛИ кирле
Ыр сунса Илле
Илле // 3035.94.7765
2015.03.30 16:13
Маларах яни те ку та пичетлеме мар ХАВАН валли сес ХАВНА ВАЛЛИ мар ХАВАН ВАЛЛИ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем