Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн чӗремӗр юрлать!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 06.04.2015 16:18 | 2056 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа, Раҫҫейре Литература ҫулне, Чӑваш Республикинче Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкне халалласа «Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн чӗремӗр юрлать» смотр-отчет пырать. Черетлӗ концерт-уяв Штанашра иртрӗ. Штанашри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Штанашри халӑх артистсене яланах хавас, концерт курма таврари ялсенчи ҫынсем те ятарласа килнӗ. Вӗсене валак умӗнче тӑракан Сетнерпе Нарспи сӑнарӗсем кӗтсе илчӗҫ. Залӑн сылтӑм енче ҫӗрпӳрт, кунта вӑрҫа хутшӑннӑ фронтовиксен сӑнӗсем, вӗсен мӑнукӗн мӑнукӗсен вӑрҫӑ темипе ӑсталанӑ самолет-танк-корабль макечӗсем. Кӗнеке тусӗсем «Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул» тата «К.В. Иванов ҫулталӑкӗ» кӗнекесен куравӗпе паллашма пултарчӗҫ, кунтах вырӑнти ҫыравҫӑн кӗнекисем. Хӑнасем вырӑнти алӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Диана Майорова ӳкерме юратать, вӑл хӑй юратнӑ кӗнекери геройсене сӑнарланӑ. Вера Мажукова, Раиса Сидорова, Елизавета Никитина, Зоя Прокопьева, Светлана Ефремова тата Вера Парикова алӗҫ ӑстисем — вӗсен ӗҫӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ.

Светлана Григорьевна Штанаш ял тӑрӑхне ертсе пырать, пушӑ вӑхӑт сахал пулин те тӗрӗ тӗрлеме вӑхӑт тупать, тӗрлесе картинӑсем ӳкерет. Концерта чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ Нарспи евӗр хитре Вероника Зотова йӗркелесе ертсе пычӗ, ӑна пулӑшаканӗ — Алина Осеева библиотека ӗҫченӗ, вӑл программа тӑрӑх ятарлӑ хӑтлав хатӗрленӗ.

Малтанах пухӑннисем 2015 ҫулхи юбилярсене халаланӑ «Пирӗн поэтсемпе ҫыравҫӑсем» хӑтлавпа паллашрӗҫ. Штанашри вӑтам шкултан хӑй вӑхӑтӗнче Александр Артемьев, Розин Ярандай, Виссарион Синичкин, Александрпа Яков Угольниковсем, Владимир Ямаш, Герман Волгин писательсем вӗренсе тухнӑ. Иван Лисаевпа Сергей Юшков писательсен ӗҫ биографийӗ Штанашри вӑтам шкулта пуҫланнӑ. Галина Зотова хӑй ҫырнӑ «Сӑнӳкерчӗк аса илтерет» сӑвва шкултан 1941 ҫулта вӗренсе тухнисене, ку шкулта вӗренсе тухнӑ яшсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа киле цинк тупӑкпа килнисене халалланӑ.

Вырӑнти хор Владимир Париков баянист ертсе пынипе «Вальс расставания», «Ой туманы», «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑсем шӑрантарчӗ. Концертра тӗрлӗ юрӑ шӑранчӗ: Карина Парикова — «О той весне», Светлана Соловьева — «Огонек», Диана Майорова — «Помни», Татьяна Ефремова — «Птица», Евгений Майоровпа Сергей Федотов — «Я лишь прохожий» юрӑсемпе куракансем умне тухрӗҫ. Вероника Зотова концерта чӑвашла ертсе пычӗ. Надежда Егорова, Елена Майорова тата Вера Парикова «Кӳршӗ ял каччи», Зоя Прокопьева, Галина Арсенкина тата Елизавета Никитина чӑваш такмакӗсем шӑрантарчӗҫ. «Ваттисен калани» юрӑпа халӑх умне Николай Майоров, Надежда Шипеева, Надежда Ефремова, Владимир Париков тухрӗҫ. Хитре хӗрсем Диана Майоровӑпа Татьяна Ефремова юрланӑ «Тыткӑна тыткӑнра», Наталия Соловьевӑн «Ҫӑлтӑрсем» юррисем куракансене килӗшрӗҫ. Надежда Егорова «Ан хӑра», Зоя Прокопьева «Акӑшсем» юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Владимир Париков баянистпа Николай Майоров гармонист «Сарӑ хӗр утать» юрӑпа куракансене савӑнтарчӗҫ. Николай Майоров «Председатель сельсовет» юрӑпа чӑваш чӗлхине ҫӳпӗлес марччӗ, тесе калать. Концерта чӑваш, молдаван, кавказ ташшисем илем кӳчӗҫ. Ачасен ушкӑнӗ ҫамрӑксен ташшипе савӑнтарчӗ.

Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑри «Туй» спектакль сыпӑкӗ те куракансене килӗшнӗ. «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ халӑх умне хӑйӗн ҫӗнӗ юррисемпе тухрӗ. Штанашри Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем концерта хутшӑнма кӑмӑл тунӑ артистсене чунтан тав турӗҫ. Куракансем артистсене смотр-отчета тӑрӑшса хатӗрленнӗшӗн тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ.

Сӑнсем: 1 пай (33), 2 пай(42)

#Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #культура, #концертсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш ял тӑрӑхӗ, #Штанаш, #Литература ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем