Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Шурчанов тепӗр хут суйлава хутшӑнасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 05.04.2015 10:14 | 1914 хут пӑхнӑ
Политика

Кун пирки вӑл акан 2-мӗшӗнче Шупашкарта ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. Раҫҫей Патшалах Думин депутачӗ халӑхпа Шупашкарти Мускав районӗн администраци залӗнче тӗл пулнӑ.

Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн Валентин Сергеевич КПРФ ӗҫӗ пирки каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн экономикӑри йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. КПРФ палташӑхӑн тулаш политикипе килӗшет имӗш, анчах шалти либераллӑ экономика политикипе ниепле те килӗшесшӗн мар. Уйрӑмах ҫӗршывран илсе тухакан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ пӑшӑрхантарать вӗсене. Йывӑрлӑхсене палӑртнӑ май Валентин Шурчанов КПРФ хатӗрленӗ кризиспа кӗрешмелли мерӑсен йышӗпе паллаштарнӑ. Парти шухӑшӗпе вӗсен сӗнӗвӗсем ҫӗршыври экономикӑн лару-тӑрӑвне самай лайӑхлатмалла имӗш.

Халӑх ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ май Валентин Сергеевич авӑн уйӑхӗнчи пулас суйлава хутшӑнма планлани пирки пӗлтернӗ. Хӑй вӑл ҫак ҫемҫе пукана 1997 ҫултанпа йышӑнас тӗлӗшпе кӗрешет. 2001 ҫулхи суйлавра ӗмӗчӗ пурнӑҫланни патне те ҫитнӗччӗ ӗнтӗ — ун чухне вӑл Николай Фёдоровпа танах сасӑ пухнӑччӗ. Кӑшт кӑна ҫитейменнипе ҫеҫ унта ларайман.

Шурчанов Валентин Сергеевич Канаш район ҫынни, Вӑрӑм шывӗ хӗрринче ларакан Кивӗ Шелттемре 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 68-ти политик хальхи вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думинчи КПРФ фракцийӗн депутачӗ.

#Мускав районӗ, #КПРФ, #суйлав, #политика, #Кивӗ Шелттем, #Канаш районӗ, #Шупашкар, #депутатсем, #тӗлпулусем

 

Комментари:

Акапасар // 1384.6.2416
2015.04.06 17:52
Шурчанов паянхи кун та Кивӗ Шелттемрех пропискӑра тӑрать-шим? Е, унтах мар пулсан, Канаш районӗнчи тепӗр ялта пропискӑра-ши?
Ют Ҫын // 2923.54.7763
2015.04.13 13:00
Пропискӑ тени ниме те пӗлтерместь.Йӗрке туса яримасть пуль анчах,мӗншӗн тесен Ахванеҫ урамӗнчи 9-мӗш ҫуртри 1-мӗш подьездра та йӗрке ҫук. Кӗрсе пӑхӑр. Кайран калӑп мӗншӗн йӗрке кирлине.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем