Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпар: 10-мӗш шкулта ачасене чӑвашла вӗрентме тытӑнасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.03.2010 21:33 | 1930 хут пӑхнӑ
10-мӗш шкул, foto.cheb.ru сайтран илнӗ
10-мӗш шкул, foto.cheb.ru сайтран илнӗ

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен Шупашкарти 10-мӗш шкулта пӗр хастар ҫынсен ушкӑнӗ 1-мӗш класс ачисене тарӑннӑн чӑвашла вӗрентме тытӑнасшӑн. Ку ӗҫре вӗсене Вӗрентӳ министерствипе Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ пулӑшса пырӗ. Тӗллевсем пысӑк — пуҫламӑш шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене малалла та чӑвашлах вӗрентесшӗн. Чӑвашла класа пӗр ҫул кӑна мар, ытти ҫулсенче те пухасшӑн, ӗҫ ӑнсан — ӑна Шупашкарти ытти шкулсене те сарасшӑн. Ачасен ашшӗ-амӑшӗсемпе тата шкул хушшинче ӑнланмалӑх ан сиксе тухтӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсен ассоциацине йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Паллах, кунашкал пуҫару ҫӑмӑллӑн хускалмӗ, ҫаванпа та вӗсене пулӑшни те кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал пулӑшу кӗтеҫҫӗ:

● ачисене чӑвашла вӗрентме хатӗр ашшӗ-амӑшӗсене шырамалла. Проект пуҫаруҫисен ӗнентернӗ тӑрӑх, пуҫламӑш классенче чӑвашла вӗрентни математикӑпа тата вырӑс чӗлхине ӑса хывма чӑрмантармӗ. Каярах ачасене тарӑннӑн акӑлчан чӗлхине те вӗрентӗҫ, компьютерпа усӑ курма та малтанхи ҫулсенчех хӑнӑхтарӗҫ.

● ку шкулта чӑвашла пӗлекен музыка вӗрентекенӗ ҫук. Ҫавӑнпа та ахаль чухне тӳлекен укҫапа ҫылӑхакан вӗрентевҫӗне шыраҫҫӗ.

● ку пуҫару пирки МИХсене пӗлтерекенни, тӗрлӗ хаҫат-журналсемпе ӗҫлекенни кирлӗ.

 

Тӗплӗнрех пӗлмешкӗн ҫак инҫесас номерӗпе шӑнкӑравлӑр: 68-50-51 (Александр Блинов). Электронлӑ адреспа та ҫыхӑнма пултаратӑр: delfeno(анчӑк)mail.ru

 

Шкул ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Николаев урамӗ, 1-мӗш ҫурт.

#10-мӗш шкул, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем, #ЧППУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем