ЧР Прокуратури республикӑри шкулсенче ачасене мӗнле апатлантарнине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине сахал мар тупса палӑртнӑ-мӗн.
Республикӑри хуласемпе районсенчи шкул апатланӑшӗсенче порцие пӗчӗклетни ҫиеле тухнӑ. Вӑтамран ку кӑтарту 25 процентпа танлашнӑ. Хӑш-пӗр шкулта вара ку 30% (Йӗпреҫ районӗ), 50% (Шупашкарти Мускав районӗ) танлашнӑ. Улатӑр районӗнчи хӑш-пӗр шкулта икӗ хут ҫитерме те пӑрахнӑ. Ачасем унта ирхине апатланмаҫҫӗ.
Тата хӑш-пӗр ҫимӗҫе йӳнӗреххисене туянни ҫиеле тухнӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче рационран сӗте, тӑпӑрча, ҫӑмартана, улма-ҫырлана, сӗткене, пулӑпа какай таврашне пачах кӑларнӑ-мӗн.
Шкулсем таварпа тивӗҫтерекен организацисемпе килӗшӳ тунӑ ҫӗрте йӗркене пӑсни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ку — Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче.
Канаш, Комсомольски, Красноармейски районӗсенче апатлану хакне ашшӗ-амӑшне систермесӗр хӑпартнӑ иккен. Улатӑрта аслисене каламасӑрах картточкӑсемпе тӳлеттерме пуҫланӑ.
ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ 150 ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Шкулсем мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ? Антикризис планӗпе ӗҫленӗ-ши?