Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Тӗрлемесре хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.04.2015 11:41 | 1821 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Куславкка районӗнче хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта республикӑри ачасем хутшӑннӑ, хӑйсем ял хуҫалӑхӗнче мӗн пӗлнине тӗрӗсленӗ. Качака мӗн чухлӗ пурӑнать? Вӑрлӑха епле хатӗрлемелле? Йӑлтах хуравлама тивнӗ ачасен.

Партӑсем ҫинче ҫӗрулми, курӑк, тӑпра выртнӑ. Ачасем ӗҫсене тӗплӗн, тимлӗн пурнӑҫланӑ. Хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗрен ачасем те, вӗрентекенсем те мӗнле хатӗрленмеллине пӗлмен.

Чӗрчунсем, пахча ҫимӗҫ пирки те ыйтусем пулнӑ. Олимпиада Тӗрлемес шкулӗнче иртнӗ. Унта ытларах Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсенчен килнӗ. Тӗлӗнмелле те, пӗрремӗш Шупашкарти 59-мӗш шкул хутшӑнма шутланӑ.

Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кӑнтӑрлаччен ачасем чӗрчунсем, ҫӗр ӗҫӗ пирки ыйтусене хуравланӑ. Унтан пултарулӑх ӗҫне пунӑҫланӑ. Ачасем чӑн-чӑн бизнес-план хатӗрленӗ. Вӗрентекенсем те кӑсӑкланнӑ кунпа, ӗҫсен пурнӑҫланӑ.

Олимпиадӑна ирттерес шухӑш Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермерӑн ҫуралнӑ. Вӑл унта ӑсталӑх класӗ те ирттернӗ. Олимпиадӑна ирттерес шухӑша чиновниксем, ӑсчахсем, фермерсем те ырланӑ. Пӗрисем ыйтусене хатӗрлеме пулӑшнӑ, теприсем спонсор пулӑшӑвӗ панӑ.

Ачасен ӗҫӗсене пӗтӗмлетмешкӗн пӗр эрнерен кая мар кирлӗ. Ӗҫсене «Энеж» фермер хуҫалӑх ӗҫченӗсем хаклӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хавхалантарӗҫ.

#Куславкка районӗ, #олимпиадӑсем, #Тӗрлемес, #шкулсем, #Канаш районӗ, #Комсомольски районӗ, #Шупашкар, #54-мӗш шкул, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем