Укҫаллӑ пулас тесен преступлени пирки пӗлтермелле. Ҫӗнӗ Шупашкар хула депутачӗсем иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче ҫавӑн пек йышӑну кӑларнӑ. Преступлени туни е ӑна хатӗрленни пикри пӗлтерекенсене укҫан хавхалантармалли ҫинчен калакан право актне хула прокуратури хатӗрленӗ. Депутатсем вара ӑна ырланӑ.
Укҫана тивӗҫес тесен тӗрӗс хыпарламалла. Пӗлтерни преступление уҫса пама пулӑштӑр. Судран е следствирен тарса ҫӳрекенсем ӑҫта пытаннине систерсен те укҫан хавхалантарӗҫ.
Хӑш хыпаршӑн мӗн чухлӗ тивӗҫесси преступлени йывӑрӑшӗнчен килет. Пӗчӗк тата вӑтам йывӑрлӑхлӑ преступлени туни е тума хатӗрленни пирки систерсен, сӑмахран, 500 тенкӗ тӳлӗҫ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑрри пирки евитлесен 1000 тенкӗ уйӑрмалла.
Ҫӗнӗ йӗрке ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.