Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем вӗри шыв хакӗ пирки иккӗленеҫҫӗ. Кун пирки регионти штаб элчи Светлана Лясина пӗлтернӗ. Халӑх фрончӗ ӑшӑ шывпа тивӗҫтерекенсем ҫавӑн хакне самай ӳстерме пултарнине тупса палӑртнӑ-мӗн. Ку вӑл шыв температурине виҫекен термометрсем улталанипе ҫыхӑннӑ иккен.
Вӗри шыв хакӗ пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса икӗ пайран тӑрать: сивӗ шывран (ӑна кубла метрпа виҫеҫҫӗ) тата ӑшӑ энергийӗнчен (Гкал).
Чӑваш Енӗн Стандартизаци, метрологи тата тӗпчев центрӗ термометрсене пӑхнӑ та ҫавсен пӗр пайӗ икӗ градуса кӑтартнине асӑрханӑ. Температурӑна тӗрӗс палӑртма градусӑн пӗчӗк пайӗ те пӗлтерӗшлине шута илсен кун пек хатӗрпе усӑ курма тӑхтаса тӑмалла пек. Унсӑр пуҫне хайхи термометрсем 1 градус таран тӗрӗс мар кӑтартаҫҫӗ иккен.
Ӑшӑ шыва виҫекен термометрпа коммерци тӗллевӗпе усӑ курни саккунлипе саккунсӑррине халӑх фрончӗн хастарӗсем Чӑваш Ен ертӳҫисене тӗрӗслеме ыйтаҫҫӗ. Вӗри шывпа ӑшӑшӑн тӗрӗс е тӗрес мар тӳлеттернине те тӗрӗслеттересшӗн-мӗн вӗсем.