Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Чапаев ячӗпе кӗрешӗве тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 10.04.2015 16:59 | 1796 хут пӑхнӑ
Спорт

Паянпа ыран Шупашкарта ҫӗршыври чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсем пулӗҫ. Хальхинче пирӗн республикӑра Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри турнирӗнче медале ҫӗнсе илес шухӑшлисем пуҫтарӑннӑ. Пӗтӗмпе вӗсем медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ.

48-мӗш хут йӗркелекен кӗрешӗве Василий Чапаев полк ертӳҫине асӑнса пухаҫҫӗ.

Турнира Пушкӑртстанран, Дагетсанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Смоленск, Самар, Чӗмпӗр, Свердловск, Ӗренпур облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Мускавран килсе ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва паян, 16 сехетре, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Турнира ача-пӑчапа ҫамрӑксен олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн кӗрешӳ залӗнче йӗркеленӗ. Паян 57, 65, 74, 97 тата 125 килограмчченхи виҫе категорийӗсенче арҫынсем вӑй виҫӗҫ. Хӗрарӑмсем вара — 48, 55, 60, 69, 75 килограмчченхи виҫесенче.

#спорт, #кӗрешӳ, #Шупашкар, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #Коми Республики, #САмар облаҫӗ, #Ӗренпур облаҫӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем