Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паян хӑйсен шалӑвне чакарма йышӑннӑ. Ку йышӑну патне вӗсем Президиум ларӑвӗнче ҫитнӗ. Шалӑва чакармалли сӗнӳпе Юрий Попов спикер тухнӑ иккен.
Шалӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур депутат илсе тӑмасть. «Халӑх тарҫин» тивӗҫне професси шайӗнче пурнӑҫлакансене кӑна ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ.
«Ҫӗршыври экономикӑри лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех ҫӗршыв Президенчӗ тата пирӗн республика Элтеперӗ тунӑ йышӑнусем вӑхӑтӗнче пирӗн те ҫавӑн пек йышӑнмаллах. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ парламентӑн ҫӳллӗ шайне кӑна пырса тивнине палӑртасшӑн. Вӑл Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче тӑрӑшакан ахаль ҫынсене пырса тивмест. Манӑн сӗнӗве Президиумӑн 10 пайташӗнчен тӑххӑрӑшӗ ырларӗ», — тенӗ Юрий Попов.
Ҫапла вара Президиум Юрий Попова хӑйне, унӑн ҫумне, комитетсен ертӳҫисемпе вӗсен ҫумӗсене шалӑва 10 процент сахалтарах тӳлеме йышӑннӑ.