Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Мехел» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.04.2015 17:43 | 1574 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ача-пӑча чӑваш юррин «Мехел» конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫал конкурс ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртаҫҫӗ.

Жюри председателӗ Николай Казаков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал конкурса Шупашкарти ача пахчисенчен нумаййӑн хутшӑннӑ.

Куславкка тӑрӑхӗнчи 7 ҫулти Даша Моранькова сцена ҫинче ташласа юрланӑ чухне шалта йӑлтах чӗтреннине пытарман. Вӑл кӑшт ҫеҫ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫеймен. Кӗҫӗннисен йышӗнче унран Евгения Васильева иртсе кайнӑ. Вӑл жюрие вокалпа кӑна мар, сӗрмекупӑс каласа та тӗлӗнтернӗ.

Конкурсра Вероника Арисова патӗнче ӑсталӑхне туптакансем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Анна Порфирьева вӑтам ӳсӗмри ушкӑнра мала тухнӑ. Юлия Мокеевӑпа Павел Васильев аслӑраххисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Анастасия Егоркина салтак пирки юрланӑ юрӑ вара пурне те тыткӑнланӑ. Анчах Анастасийӑран Анна Орлова ирттернӗ.

«Мехел» ҫулран ҫул аталанса пырать. Унӑн халӑх тетелӗнчи ушкӑнра 500 ытла ҫын регистрациленнӗ. Ҫынсем юрӑҫсемшӗн тӗнче тетелӗнче те сасӑланӑ. Муркаш районӗнчи Дарья Макарова ытларах пухнӑ. Ҫаван пекех арҫын ачасен «Туссем» ушкӑнне, «Юханшыв» ансамбль ачисене куракансем килӗштернӗ. Аслӑраххисен йышӗнче Вӑрнарти ӳнер шкулӗнчи хор ачисем мала тухнӑ.

#Вӑрнар, #Куславкка, #Вӑрнар районӗ, #Куславкка районӗ, #ача пахчисем, #ачасем, #конкурссем, #чӑвашлӑх, #Мехел

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем