Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулнӑ Николай Федорова ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗн пуканӗнчен хӑтарасси пирки юлашки вӑхӑтра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче сас-хура вӑйлах ҫӳрерӗ. Хӑйӗн ӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитереймест тесе те шухӑшлама пӑхрӗҫ хӑшӗсем, Чӑваш Ене прокурор пулса килет пуль текен те тупӑнчӗ. Халӗ акӑ пӑх та кур: Николай Федоров малашне Владимир Путина канашпа пулӑшса тӑрӗ. Кун пек йышӑнӑва РФ Президенчӗ паян йышӑннӑ.
«Ял хуҫалӑх министрӗнче эсир виҫӗ ҫул ӗнтӗ ӗҫлетӗр. Отрасле аталантарма нумай турӑр. Юлашки уйӑхсенче ял хуҫалӑхне хальхи условире аталантарма план хатӗрлессипе ҫине тӑтӑр», — ырланӑ Николай Федорова Владимир Путин. Унтан ӑна ӗҫшӗн тав тунӑ, малашне тата час-часрах тӗлпулса ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явассине палӑртнӑ.
Agabazar // 4210.36.0731
2015.04.22 15:57 | |
Мӗн калӑпӑр ку тӗлӗшпе? | |
Agabazar // 4210.36.0731
2015.04.22 15:57 | |
Ну, мӗнле канашсем парса тӗлентерӗ-ши Путина? Каллех "хӗртнӗ тимӗрпе хӗртессисем" пирки калаҫма пуҫлӗ-ши? | |
Ют Ҫын // 1062.99.8702
2015.04.23 11:16 | |
Медаль орденӗ памарӗҫ пулмалла,шел.Те кӗркунне корпоративра хыт кӗрлерӗҫ "чӑвашсем", те сахалрах ӗҫлерӗҫ-айӑпне кайран калӗҫ. |