Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗтӗм чӑвашсен диктантне 1000 ытла ҫын ҫырнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.04.2015 21:04 | 1992 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Александра Андреева сӑнӳкерчӗкӗ
Александра Андреева сӑнӳкерчӗкӗ

«Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акцин сумӗ ҫулран-ҫул ӳсет тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Кӑҫал та унта нумаййӑн хутшӑннӑ. Шупашкарта Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ диктанта виҫӗ вырӑнта ҫырнӑ.

Кӑҫал Пӗтӗм чӑвашсен диктантне республикӑри 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ (ку хисеп ҫак хыпар ҫӑлкуҫне ӗненес пулсан, тӗрӗссипе вара кашни районта 400-500-шар ҫырнӑ, Шупашкар районӗнче кӑна 2000 ытла текен сас-хура ҫӳрет — ЧХС асӑрхаттарӑвӗ). Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин Лионид Маяксен хайлавӗн сыпӑкне вуланӑ, пухӑннисем ӑна ҫырнӑ. Маяксен хайлавӗнчи сыпӑка конкурс комиссийӗн 10 ӗҫрен суйласа илнӗ. Текст Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халаллани пулнӑ.

Аса илтерер: Шупашкарта диктанта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра, ЧР Вӗренӳ институтӗнче, Н.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ҫырнӑ. Текста Чӑваш наци радиовӗпе тӳрӗ эфирта та ҫырма май пулнӑ.

Чӑваш диктантне «Хыпар» Издательство ҫурчӗн малтанхи директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев йӗркелеме шутланӑ. Кун пирки «АиФ» корреспондентне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫченӗ Андрей Кузнецов пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр диктант ҫыракансенчен чи ҫамрӑкки 7 ҫулта пулнӑ, чи асли вара — 76-ра.

Кӑҫал диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнисене кӗнекесемпе хавхалантарӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта хутшӑннисенчен чи ҫамрӑкки 11-те пулнӑ, чи асли — 65-ре.

Сӑнсем (63)

#Шупашкар, #чӑваш чӗлхи, #диктантсем, #Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, #Хыпар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем