Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Кӑнна Кушкин шкулӗн малашлӑхӗ ҫирӗп марах-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 27.04.2015 06:55 | 1947 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче — асӑнмалӑх-савӑнмалӑх
Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче — асӑнмалӑх-савӑнмалӑх

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн И.Я. Яковлевӑн тӑван ялӗнче, Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче, чӑваш чӗлхи кунне тата ял уявне анлӑн ирттернӗ.

Кӑнна Кушкине Шупашкартан Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ С.Д. Казаков, Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн ертӳҫи В.Я. Щадриков, Президиум пайташӗ Г.Л. Никифоров, «Чӑваш ялӗ» комитетӑн ертӳҫи Э.К. Бахмисов, спорт комитечӗн ертӳҫи В.П. Васильев, ЧНК-ан Ҫӗpnӳ, Красноармейски, Комсольски районӗсенчи уйрӑмӗсен ертӳҫисем, ЧНК ытти хастарӗ ҫитнӗ.

И.Я. Яковлев Кӑнна Кушки кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ял халӑхӗ ӑна паянхи кун та лайӑхпа асӑнать теҫҫӗ. Ялта икӗ хутлӑ шкул ҫумӗнче — Яковлева асӑнса лартнӑ палӑк.

Кӑнна Кушки шкулӗ халӗ Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шурӑ кирпӗчрен купаласа тунӑ шкул аякранах мӑнаҫлӑ курӑнса ларать, анчах унта 10–20 ҫул каялла чухнехи пек шавлӑ мар иккен: пӗтӗмпе те 17 ача вӗренет. «Ача йышӗ Кӑнна Кушки шкулӗн пуласлӑхӗ ҫиpӗпex маррине кӑтартать. Унта Яковлев ятне упраса хӑварма интернат йышши 200–250 ача вӗренмелӗх лицей уҫсан тин шкулне сыхласа хӑварма пулать», — тесе шухӑшлать ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, ЧНК вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ Геронтий Никифоров.

#Кӑнна Кушки, #Тутарстан, #шкулсем, #ЧНК, #Чӑваш чӗлхи кунӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/358.html
 

Комментари:

Agabazar // 1940.05.8006
2015.04.27 13:36
Agabazar
Кӑнна-Кушки шкулӗ 10-15 ҫул каялла та шавлӑ пулман... Ултав.
Шавлӑ вӑхӑтсене 50 ҫул каяллахи тапхӑрта шырамалла
Зина // 2540.80.6083
2015.04.27 17:00
Чӑнах та ачасен шучӗ унта ҫулсерен чакса пырать.2008-мӗш ҫулта эпир унта пулнӑччӗ.Ун чухне те чӑваш чӗлхи учителӗ ачасем сахалланса пынишӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ.И.Я.Яковлев музейӗ питӗ килӗшнӗччӗ. П.Пыркин директор музей ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарни паян кунчченех асра.
Зина // 2540.80.6083
2015.04.27 17:00
Чӑнах та ачасен шучӗ унта ҫулсерен чакса пырать.2008-мӗш ҫулта эпир унта пулнӑччӗ.Ун чухне те чӑваш чӗлхи учителӗ ачасем сахалланса пынишӗн пӑшӑрханса калаҫрӗ.И.Я.Яковлев музейӗ питӗ килӗшнӗччӗ. П.Пыркин директор музей ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарни паян кунчченех асра.
Agabazar // 5231.9.4783
2015.04.28 15:09
Agabazar
Зина юлташ, Кӑнна Кушкинче ачасен йышӗ сахалланса юласси тахҫантанпах пырать.
Шкула сыхласа хӑвармалли меслетсем ак ҫаларах пулма пултараҫҫӗ
1)Кӑнна-Кушки ялне экономика тӗлӗшпе аталантарасси
2)Кӑнна-Кушки таврашӗнче чӑваш ялӗсем татах та пур. Анчах та вӗсем унпа ҫул-йӗр тӗлешпе начар ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа та ачасем урӑх шкулсене вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Ҫул-йӗр тумалла та шкул автобусӗ ямалла унталла.
3)Лицей-интернат тумалла текен шухӑша юратсах каймастӑп
Экономикӑна аталантармалла, урӑхла ҫул-йӗр ҫук
Зина // 9692.7.5056
2015.04.28 18:12
Agabazar , ӑнланаатӑп-ха ӑна,тавах аса илтернӗшӗн.
"Экономикӑна аталантармалла, урӑхла ҫул-йӗр ҫук"-тетӗр. Тутар Республикинче те пӗлӗтрен анмасть ҫав укҫи-тенки...Тавах Турра,чӑвашсен шкул автобусӗсем пур. Анчах пӗчӗк шкулсем хупӑннипе ялсем пушанса юлаҫҫӗ, шкул ҫурчӗсемпе культура вучахӗсем те тунсӑха путрӗҫ...
Зина // 3776.66.5761
2015.04.29 09:32
27.10.2014 16:45
"...Кӑнна Кушкинче Аслӑ Вӗрентекене асӑнчӗҫ...
Кӑҫалхи тӗл пулура Кӑнна Кушки шкулӗ хупӑнма пултарасси пирки ҫӳрекен сас-хурана уҫӑмлатрӗҫ: Халӗ ку шкула хупасси ҫинчен мар, шкултан гимнази тӑвасси пирки калаҫу пырать иккен. Ҫак гимназинче пӗтӗм Раҫҫейри пултарулӑ чӑваш ачисене пуҫтарса чӑн-чӑн чӑвашла вӗрентесшӗн. Ку енӗпе Теччӗ районӗн депутачӗ, вырӑнти чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Володар Тимофеев хальхи вӑхӑтра самай пысӑк ӗҫсем туса ирттерет."
чШел. лав вырӑнтан тапранайман иккен-ха.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем