Чӑваш Республикин Геоинформаци порталӗнче ҫӗр саккунне хӑш районта ытларах пӑсни пирки пӗлме пулать. Ку информацие нумаях пулмасть вырнаҫтарма тытӑннӑ. Унта 2011–2015 ҫулсенчи тӗрӗслевсемпе паллаштараҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫакӑн йышши хыпарпа паллашма май туса параканнисем — Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви тата Росреестрӑн республикӑри управленийӗ.
Геоинформаци порталне 2013 ҫулхи ҫулла ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Унтанпа вӑл ҫӗнӗ хыпарсемпе пуянланса пырать. Унта республика территорийӗнче вырнаҫнӑ объектсем пирки пӗлме пулать. Хальлӗхе ун пек информаци 8,5 пин ытла объекта пырса тивет. Вӗсен шутӗнче культура эткерлӗхӗ шутланаканнисем те, инвестици лапамӗсем те, суту-илӳ точки вырнаҫтарма юракан вырӑнсем те пур.