Раҫҫейӗн субъекчӗсене ертсе пырас текен ҫыннӑн ҫав регионта 5 ҫултан кая мар пурӑнмалла е ӗҫлемелле. Ҫапла сӗнет иккен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Витали Злочевский хатӗрленӗ саккун проекчӗ. Кунсӑр пуҫне парламентари кӗпӗрнаттӑр посчӗшӗн кӗрешӗве РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем е Федераци канашӗн пайташӗсем тухма пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ.
— Регион пуҫлӑхӗн хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама опыт пулнипе пӗрлех унӑн РФ субъекчӗн ыйтӑвӗсене те пӗлмелле. Ун пек чух кӑна унӑн ӗҫӗ тухӑҫлӑрах та актуаллӑрах пулӗ, — тенӗ саккун проекчӗн авторӗ.
РФ Патшалӑх Думин экономика политики тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Евгений Федоров та ырланине пӗлтернӗ.
Сӗнӳ саккуна ҫаврӑнайӗ-и е ҫук-и — кӑна депутатсем татса парӗҫ.