Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗнтерӳ ялавӗ Штанаш шкулне те ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 02.05.2015 11:53 | 1860 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен «Часовой Ҫӗнтерӳ Ялавӗ умӗнче» акци малалла пырать. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче рейхстаг ҫийӗн ҫӗкленнӗ ялав копийӗ шкултан-шкула ҫитет. Паянхи кун тӗлне ялав районти пур вӗренӳ учрежденийӗнче те пулнӑ, унсӑр пуҫне ялава Шупашкарта ирттернӗ Хӗрлӗ Чутайсен ентешлӗхӗн уявне те илсе пычӗҫ.

Акан 30-мӗшӗнче 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи халӑх паттӑрлӑхне ӗмӗр асӑнмалӑх тӑвас тӗллевпе Штанашри шкул Ҫӗнтерӳ Ялавне Шулю шкулӗнчен йышӑнчӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ шкултан виҫӗ район чиккинче вырнаҫнӑ Штанаш шкулне самаях вӑрӑм ҫулпа ҫитмелле пулчӗ ялавӑн. Шулю вӗренекенӗсем ялава Штанашсене ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ паттӑрсене халалланӑ (ҫав шутра Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Романович Логинов та пур) стенд умӗнче тыттарчӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ линейкӑна тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем Вера Устиновӑпа Виктория Ефремова ертсе пычӗҫ. Шкул директорӗ Парикова Вера Николаевна, акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Зотова Ҫӗнтерӳ ялавӗн историйӗ пирки каласа пачӗҫ, Штанаш ял тӑрӑхӗнчи паттӑрсене аса илчӗҫ.

Вӑрҫӑра пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса ачасем пӗр минут хушши шӑп тӑчӗҫ. Шкул ачисем вӑрҫӑ тата мир ҫинчен сӑвӑсем каларӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ. Кунти пур вӗренекен те хисеплӗ хуралта Асӑну вахтине майӑн 4-мӗшӗччен ирттерӗ. Ун хыҫҫӑн ялав Хӗрлӗ Чутай шкулне ҫул тытать.

Сӑнсем (25)

#шкулсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Шулю, #Штанаш, #ачасем, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #Хӗрлӗ Чутай

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем