Улатӑрта пурӑнакан Людмила Васильевнӑпа Валентин Александрович Симоновсем нумаях пулмасть изумруд туя паллӑ тунӑ. 55 ҫул пӗрле пурӑннӑ ҫемьерен тӗслӗх илмелли пурах.
Симоновсем тӑватӑ ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Вӗсем 1959 ҫулта хулари культура ҫуртӗнчи иртнӗ ташӑ каҫӗнче паллашнӑ та пӗр-пӗрне текех куҫран вӗҫертмен.
Валентин Александрович ташӑ ӑсти пулнӑ-мӗн. Ҫакӑ Людмила Васильевнӑна тӳрех килӗшнӗ. Хӗрпе каччӑлла ҫулталӑк ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑр икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Халӗ вӗсем тӑватӑ мӑнукӗпе, вӗсен икӗ ачипе ырӑ кураҫҫӗ.
Валентин Александрович савутра 40 ҫул ӗҫленӗ, «Ӗҫ ветеранӗн» ятне тивӗҫнӗ. Людмила Васильевна ЖКХ предприятийӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ.