Ҫӗр ҫинче тем тӗрлӗ ҫын та пур ҫав. Халӗ эпир каласа кӑтартас тенӗ тӗслӗх ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть темелле. Пӗрле ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ, унтан вӗлересси патнех ҫитнӗ.
Инкекӗ Канаш хулинче ҫу уйӑхӗн 1-мӗш ккаҫхине пулса иртнӗ. 23-ри каччӑ паллаканнипе пӗрле киккирикне самай хӗртнӗ хыҫҫӑн иккӗш тем пайлайман-ҫке — тавлашмалли тупӑннӑ. Сӑмах ҫине сӑмах-тӑр. Каччӑ хӑйне кӳрентерекен килне ӑна тавӑрас шутпа вӗҫтернӗ. Лешӗн хваттер алӑкӗ тата уҫӑ пулнӑ. Тӗттӗм ҫӗре кӗрсе тӑрать те вырӑн ҫинче ҫын ҫывӑрнине асӑрхать. Хӑйне тарӑхтарнӑ тусӗ пуль тесе хайхискер лӑпкӑн тӗлӗрекен арҫынна темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикет. Анчах вӑл урӑх ҫын пулнӑ иккен, кӳрентерекенӗн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ.
Ҫынна вӗлерекен каччӑ пирки халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Урӑх ҫынна йӑнӑшпа вӗлерни яваплӑхран хӑтараяс ҫук.