Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Орфографи «фронтӗнчи» ҫӗнӗ хыпарсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.05.2015 21:40 | 1816 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Паян чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтӗрхи чӑваш чӗлхи комисийӗнче йӗркеленӗ орфографи комиссийӗ пӗрремӗш хут пухӑнчӗ. Аса илтерер, унччен маларах, пушӑн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗччӗ. Шӑп та лӑп унта палӑртнӑ шухӑшсене тӗпе хурса малалла ӗҫлемелле те ӗнтӗ ҫак комиссийӗн.

Чи малтанах комисси председательне суйларӗҫ. Вӑл ҫын литература енӗпе те, чӗлхе ӑслӑлӑхӗ енӗпе те пӗлекен ҫын пултӑр тесе ку ӗҫе Яковлев Пётр Яковлевича (Петӗр Яккусен) шанса парас терӗҫ. Ҫавӑн пекех ӗҫ ушкӑнне йӗркелерӗҫ — унта 4 ҫын кӗчӗ: В.П. Станьял, Е.Н. Лисина, А.В. Кузнецов (ҫыруҫӑ), Е.А. Майков. Ҫавӑн пекех комиссине ҫӗнӗ пайташсене кӗртес терӗҫ — Корнилов Геннадий Емельяновича сӗнчӗҫ. Анчах сумлӑ ӑсчах конференци тӑрӑх хатӗрленӗ пӗтӗмлетӗве илтнӗ хыҫҫӑнах комиссине алӑ сулса тухса кайрӗ.

Тепӗр ларуччен ӗҫ ушкӑнӗ пӗрле е уйрӑм ҫырмалли сӑмахсен йышне туллинрех хатӗрлесе ҫитерме палӑртрӗ, вара тин комисси ячӗпе Министрсен Кабинетне тата ытти тӳре-шара патне ҫыру ярӗҫ.

Ларури калаҫу епле пынипе аудиоверсинче паллашма май пур.

#орфографи, #чӑваш чӗлхи, #орфографи комиссийӗ, #ЧПГӐИ, #ларусем

 

Комментари:

Agabazar // 3002.09.9134
2015.05.07 18:54
Agabazar
Орфографи "фронтне" хам ҫарӑма тепӗр хут илсе тухрӑм. http://chuvash.org/blogs/comments/2320.html

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем