Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: 18 ҫулти амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине вӗлернӗ те пахчара пытарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.05.2015 10:54 | 1188 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Республикӑра Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пысӑк инкек пулни пирки калаҫма тытӑннӑ. Чӑнах та пысӑк хурлӑх-мӗн.

Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ ку. Районти пӗр ялта пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӗлӗшпе «Тин ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернӗшӗн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав хӗрарӑм 18-та ҫеҫ.

Кун пирки йӗрке хуралӗсем паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑма, 1996 ҫулта ҫуралнӑскере, тин ҫуралнӑ ачине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Вӑл пӗчӗкскере вӗлернӗ те хӑйсен пахчинче шӑтӑк чавса чикнӗ.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе оперативлӑ следстви мероприятийӗ пырать. Ача виллине айӑпланакан ҫамрӑк хӗрарӑмӑн пахчинче тупнӑ.

#пӑтӑрмахсем, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Ҫӗнтерӳ кунӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77208
 

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.07 13:39
Хӑрушӑ,хӑрушӑ!
Зина-Çинкка // 1100.57.6949
2015.05.07 21:03
«Тин ҫурланӑ ачана...
Ҫуралнӑ тесе вуламалла.
2015.05.07 22:39
Аçтахар Плотников
«Ҫуралнӑ» «ҫурланӑ» ҫырасси пирӗн хыпарҫӑсен йӑлана кӗрет пулас :) Ҫапла май ачасем те ҫурлаҫҫӗ, арҫынсем те... Юсарӑм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем