Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене 25 ҫӗршывра вуланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Софья Савнеш 13.05.2015 16:50 | 1974 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

ЧР Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм тӗнчери проекта «Нарспие» вулатпӑр» проекта вӗҫлесе пырать.

Пӗрремӗш тапхӑрта поэмӑна пысӑках мар сыпӑксем ҫине пайланӑ. Ӑна акцие хутшӑнакан 120 ҫын питӗ хӑвӑрт ярса илнӗ. Йӗркелӳҫӗсем хӑйсем те тӗлӗнсе пӗтереймен: ҫынсем шӑнкӑравласа, электронлӑ почтӑна ҫыру ярса поэма сыпӑкне хӑйсене, тӑванӗсене, юлташӗсене пама ыйтнӑ.

Проект тӗнчипех сарӑлнӑ. Поэма сыпӑкӗсене Раҫҫейре, Китайра, АПШра, Швецире, Кувейтра, Перура, Германире, Англире, Гоара, Турцире, Испанире, Мексикӑра, Канадӑра, Австралире, Ирландире, Грецире, Иорданире, Австрире, Казахстанра, Венгрире, Финляндире, Таиландра, Латвире, Ҫӗнӗ Зеландире — пӗтӗмпе 25 ҫӗршывпа 45 хулара — вуланӑ.

Проекта хутшӑннисен йышӗнче Францири чӑваш культурин «Avan-T-garde» ассоциацийӗн президенчӗ Ольга Николаева тата секретарӗ Ольга Барбье пур. «Пуэр-бар» чей клубӗн директорӗ Андрей Кудрин Дали хулинчен (Юньнань) видео ярса панӑ. Норвеги поэчӗ Гуннар Вэрнесс тата Швеци куҫаруҫи Микаэль Нюдаль те сыпӑка вуланӑ.

Шупашкар ҫыннисем те айккинче юлман. Халӗ йӗркелӳҫӗсенче поэмӑн пур сыпӑкӗ те пур. Ӑна йӗркене кӗртӗҫ те видеона кашнинех ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫитнӗ кун, курма май пулӗ.

#Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем, #Франци, #культура, #чӑвашлӑх, #Норвеги, #Швеци

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=135874
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем