Тӑван тӑванах пуль ҫав, ӑна укҫан та пулӑшас килет-тӗр. Анчах ырӑ тӑвас тени пур чухне те лайӑхпа вӗҫленмест ҫав. Ҫакӑ ултавпа ҫыхӑннӑ пулсан пушшех те.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи 2012 ҫулхи кӑрлачра хӑйӗн тӑванне ӗҫе илнӗҫи пулса хушу кӑларнӑ. Лешӗ ун патӗнче кӗҫӗн воспитатель шутланнӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ, каярах — йывӑр ҫын пулнишӗн тата ача ҫуратнишӗн тӳлекен пособиллӗ пулса тӑнӑ тата пепкене пӑхнӑ вӑхӑтра ларнишӗн паракан тӳлеве тивӗҫнӗ. Ача пахчинче ӗҫленӗ пекки ӑна шӑпах ҫавӑн валли кирлӗ пулнӑ та. Ача пахчин ертӳҫи тӑванне ӗҫленӗ пек 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗчченех кӑтартса пынӑ. Пуҫлӑх-тӑвана пула леш хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытла илнӗ, уншӑн пенси фондне укҫа та куҫарса тӑнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе айӑпласшӑн.