Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Шан мана, тӗнче» литӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.05.2015 21:26 | 2558 хут пӑхнӑ
Культура

Эпир кӑҫал «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурс йӗркелерӗмӗр. Унӑн тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарасси, литература пултарулӑхне аталантарасси, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарасси. Литӑмӑртӑва пӗтӗмлетме те вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ.

Ушкӑнсем кӑҫал нумаях пулмарӗҫ — хайлавсем сахалтарах килчӗҫ ҫав. Апла-и, капла-и, пурӗ 39 сӑвӑ-калав йышӑнтӑмӑр. Хаклав ӗҫне ЧПГӐИ ӗҫченӗ, чӑваш ҫыравҫи Альбина Мышкина тата Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Аҫтахар Плотников хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗмлетнӗ май ҫак хутшӑнакансене саламлама пулать:

6–7 классем:

1 вырӑн: Анастасия Киршевӑн «Мӑнуксем патне янӑ салам» сӑвви (Муркаш районӗ);

2 вырӑн: Юлия Вазюковӑн «Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр» сӑвви (Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Ӗсмел шкулӗ);

3 вырӑн: Наталия Париковӑн «Рейхстаг умӗнче» сӑвви (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанаш).

8-мӗшрисем (сӑвӑ хайлас енӗпе):

1-мӗш вырӑн: Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Никита Леонтьев («Ҫеҫпӗл патне ҫырнӑ ҫыру»);

2-мӗш вырӑн: Красноармейски шкулӗнче вӗренекен Анастасия Алексеева («Амӑшсем кӗтеҫҫӗ макӑрса...») тата Элӗк районӗнчи Шӗмшеш шкулне ҫӳрекен Никита Никитин («Ман асатте тӑпри ҫинче»);

3-мӗш вырӑн: Красноармейски шкулӗнче вӗренекен Надежда Егорова («Тавах сире, ветерансем!») тата Элӗк районӗнчи Шӗмшевӗш шкулне ҫӳрекен Евгений Марков («Шан мана, тӗнче!..»);

8-мӗшрисем (калуллӑ хайлавсем):

1-мӗш вырӑн: Штанаш шкулӗнче пӗлӳ пухакан Надежда Устинова («Паттӑр анне» очеркӗ);

2-мӗш вырӑн: Красноармейски шкулӗнче вӗренекен Роман Ситников («Берлинри ҫапӑҫу» калавӗ);

3-мӗш вырӑн: Анна Пахиновӑн «Вилӗмрен ҫӑлчӗ» калавӗ (вӑл та Штанаш шкулӗнчен).

9–11 класрисем:

1-мӗш вырӑн: Мария Даниловӑн «Аннесӗр пурнӑҫ ҫук» калав-юмахӗ (Красноармейски шкулӗ, 11 класс);

2-мӗш вырӑн: тӑтӑшах хутшӑнакан Инесса Шашкинӑн «Ҫумӑр вӑрттӑнлӑхӗ» фантастикӑлла калавӗ (Элӗк районӗнчи Мӑн Вылӑ шкулӗ, 11 класс);

3-мӗш вырӑн: Красноармейски шкулӗнчи 9-мӗш класра пӗлӳ пухакан Надежда Козловӑн «Амӑшӗпе ывӑлӗ» сӑвви.

Аслисем (сӑвӑ-поэма):

1-мӗш вырӑн: Нина Леонтьевӑн «Чӑваш Турханӗ Пӑрттас» сӑвви (Шупашкар);

2-мӗш вырӑн: Марионелла Тимофеевӑн «Шан мана эс, ҫут тӗнче» сӑвви (Комсомольски районӗ);

3-мӗш вырӑн: Светлана Яруткинӑн «Паттӑр Пайтул» поэми (Хӗрлӗ Чутай районӗ).

Аслисем (калуллӑ хайлавсем):

1-мӗш вырӑн: Галина Зотовӑн «Тепре авланас-тӑвас пулсан» калавӗ (Хӗрлӗ Чутай районӗ);

2-мӗш вырӑн: Елена Аксупин «Чӗре ыйтнипе» калавӗ (Чӗмпӗр хули);

3-мӗш вырӑн: Елена Аксупин «Ӑҫтиҫук» калавӗ (Чӗмпӗр) тата Галина Зотовӑн «Ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлнӑ» очеркӗ.

Пирӗн литература ӑмӑртӑвӗн тепӗр номинацийӗ «Вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлав» ятлӑ. Кунта вара Тутарстанри Алешкин-Саплӑк шкулне ҫӳрекен Дарья Журавлевӑн «Тавах сана, вӗрентекен!» калавӗ мала тухрӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнни пирки ӗнентерекен хута кунтан уҫласа илме пулать (pdf, кашнин пур). Ҫӗнтерӳҫӗсене хӑҫан тата ӑҫта чысласси пирки каярах уйрӑммӑн пӗлтерӗпӗр.

Аса илтерер, пирӗн ӑмӑрту Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкӗ ячӗпе иртрӗ. Интернет-конкурса эпир «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтокие (1905–1942) халалланӑччӗ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #Шупашкар, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #литература, #конкурссем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Штанаш, #Элӗк районӗ, #Комсомольски районӗ, #Чӗмпӗр, #Тутарстан, #Шан мана тӗнче

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем