Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Андреевӑн асӑну хӑмине уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 19.05.2015 09:53 | 1603 хут пӑхнӑ
Персона

Пурӑннӑ пулсан кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.А. Андреев профессор 87 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Вӑл 2011 ҫулта ҫӗре кӗнӗ. Иван Андреевич чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗшӗн кӑна мар, тӗрӗк чӗлхисен пӗлӗвӗшӗн те пысӑк ӗҫ туса хӑварнине палӑртаҫҫӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ инстиутӗнче.

Республикӑн чӑваш чӗлхи учителӗсем, патшалӑх гуманитари институчӗн, вӗренӳ институчӗн ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем И.А. Андреевӑн наукӑри тӳпи пысӑккине палӑртса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакма сӗннӗ, ку тӗлӗшпе чылай ӗҫ тунӑ-мӗн. Асӑну хӑмине профессор, академик хӑй ҫуралнӑ кун уҫнӑ. Владислав Немцев скульпторпа (унпа пӗрле ҫамрӑк скульпторсем Мария тата Игорь Голубевсем те ӗҫленӗ) Гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн секретарӗ Л.П. Петров чаршава сирнӗҫ те, пухӑннӑ халӑх умне Иван Андреевичӑн асран кайми сӑнӗ тухса тӑнӑ. Мемориал хӑмин ҫӳл енче — И.А. Андреевӑн барельефӗ, ун айӗнче — хӑмана кам ячӗпе ҫакнине калакан текст. Барельеф валли И.А. Андреевӑн хӑтлӑ сӑнӳкерчӗкне илнӗ: ҫӗклентерсе хыҫалалла тирпейлӗ тураса хунӑ ҫӳҫ, ҫӳллӗ те уҫӑ ҫамка, профессор сӑнне кӗртекен йӗкӗр янах, тӑртанчӑк куҫ айӗ. Костюмпа галстук.

Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗрте И.А. Андреевӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пулнӑ.

Сӑнсем (19)

#Шупашкар, #асӑну хӑмисем, #чӑваш чӗлхи, #орфографи, #ЧПГӐИ

 

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 1686.61.5242
2015.05.19 20:17
Аван ӗҫ тунӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем