Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Слета пула чӗлхе упранса юлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 20.05.2015 00:03 | 1850 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ялӗнче, Тутарстан Республикинчи Сиктӗрме ялӗнче, Тутарстанри чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсен слечӗ иртнӗ. Унта «5» паллӑпа ӗлкӗрсе пыракан тӑрӑшуллӑ ачасене пуҫтарнӑ.

Халӗ нумай мероприятие Константин Иванов классикӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ те, Тутарстанра та ҫаплах тунӑ.

Слета асӑннӑ республикӑн 10 районӗнчен пуҫтарӑннӑ. Унти пултаруллӑ чӑваш ачисене саламлама Чӑваш Республикин пайташӗсем те: халӑх поэчӗ, прозаик, публицист, драматург тата куҫаруҫӑ Порфирий Афанасьев, искусствоведени тухтӑрӗ Алексей Трофимов профессор, академик тата Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай филолог, литература критикӗ, публицист — кайнӑ.

Культура ӗҫченӗсем Тутарстанра йӗркеленӗ слет йышши мероприятисене пула тӑван чӗлхе чылай ҫуллӑха упранса юлассине палӑртнӑ-мӗн.

Тутарстанри чӑвашсен наци конгресӗн ертӳҫи Константин Яковлев «5» паллӑпа вӗренекен чӑваш ачисене дипломсемпе чысланӑ тата Тутарстанри халӑхсен ассамблейин хаклӑ парнисемпе хавхалантарнӑ. Унтан вӑл Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче ҫулла пухӑнакан уйлӑха пухӑнма чӗнсе каланӑ.

#кӳршӗре, #чӑваш чӗлхи, #Тутарстан, #Сиктӗрме, #Теччӗ районӗ, #Кӑнна Кушки, #ачасем, #шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/375.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем