Улатӑр районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутатне ӗҫ укҫи тӳлемен тесе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем шухӑшлаҫҫӗ. Ку фактпа нумаях пулмасть вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Депутат хӑй вӑхӑтӗнче коммерци фирмине ертсе пынӑ. Кассӑра укҫа пур пулин те хайхи ӗҫ укҫине 2 уйӑх ытла тӳлемен пулать. Хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна вӑл пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗччен 31 пин тенкӗ ытларах тӳлемен имӗш. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, укҫи унӑн пулнӑ.
Парӑма кӗнӗ ӗҫченсенчен пӗринпе вӑл правӑна сыхлакан органсем хӑйӗнпе кӑсӑкланма тытӑннӑ хыҫҫӑн татӑлнӑ иккен. Теприн умӗнче парӑм пӗрех тӑрса юлнӑ.
Ӗҫ укҫипе вӑхӑтра татӑлманни пирки пуҫарнӑ ӗҫпе тӗпчев малалла пырать. Депутата яваплӑхран пӑрӑнма, ахӑртнех, май килмӗ.