Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Университет ӗҫченӗсем Элӗкре иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.04.2010 19:21 | 1622 хут пӑхнӑ

Акан 14-мӗшӗнче ЧПУ-н чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсем И.Я.Яковлев ячӗлле Элӗкри пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта иртнӗ «Чӑваш чӗлхипе литературине наци шкулӗсенче вӗрентесси» ятлӑ ӑслӑлӑхпа практика конференци ӗҫне хутшӑнчӗҫ. Конференцине В.К. Волков шкул директорӗ уҫрӗ. Районти вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхатлӑх пурнӑҫласа пыракан И.П. Ильина салам сӑмахӗ тухса каларӗ. Элӗк районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен учительсем умӗнче Г.А. Ермакова профессор «Чӑваш чӗлхипе литератури урӑ халӑх философийӗн тарӑнӑшне ҫитни» темӑпа, О.И. Печников доцент «Урок тӗллевӗсене палӑртассин уйрӑмлӑхӗсем» темӑпа, Г.Н. Семенова профессор «Чӑваш чӗлхи урокӗсенче сывлӑха упрамалли технологисемпе усӑ курасси» темӑпа, Э.И. Родионова аслӑ преподаватель «Литература вӗрентмелли теорин хӑш-пӗр енӗсем тата шкул вулавӗ» темӑпа, В.А. Милютин доцент «Паянхи чӑваш ташшин этнокультури» темӑпа тухса калаҫрӗҫ. Аслӑ шкул преподавателӗсем хӑйсен доклачӗсенче хускатнӑ ыйтусем ачасемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗҫ, чӗрӗ калаҫу ҫуратрӗҫ. И.В. Софронова доцент профориентаци ыйтӑвӗсене хускатрӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи специализацисем, кунта вӗренме кӗмелли условисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Конференцине шкулти вӗрентевҫӗсем те хӑйсен доклачӗсемпе хутшӑнчӗҫ, хӑйсен ӗҫ опычӗпе, хумхантаракан ыйтусемпе палаштарчӗҫ. Конференци ӗҫне районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем хатӗрленӗ «Силпи асамачӗ» композиципе тата чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем йӗркеленӗ концертпа вӗҫлерӗҫ.

Пухӑннисем ӗҫ тухӑҫлӑ, интереслӗ, усӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ.

#Элӗк районӗ, #Элӗк, #шкулсем, #конференцисем, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем