Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче пирӗн республикӑра миграци иксӗлӗвӗ 1433 ҫынпа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан ку вӑл 895 ҫын нумайрах. Статистсем кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчипе те танлаштарса пӑхнӑ. Асӑннӑ тапхӑртинчен ку кӑтарту 90 ҫын ытларах иккен.
Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра пирӗн республикӑран 13972 ҫын тухса кайнӑ. Пӗлтӗр ун пек шухӑш тытнисем 11975 ҫын тупӑннӑ.
Каякансемпе пӗрлех Чӑваш Ене килекенсем те пур. Кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 12539 ҫын килнӗ. Пӗлтӗр, сӑмах май, 11137 ҫын ку тӑрӑха суйласа илнӗ.
Ҫынсем унта-кунта куҫса ҫӳренине илсен, хамӑр республикӑрах пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса каякансем тата тепӗр региона куҫакансемпе вӗсенчен килекенсем йышлӑ-мӗн. Чӑваш Енрен, акӑ, Раҫҫейӗн урӑх субъектне 5379 ҫын тухса кайнӑ, пирӗн тӑрӑха 3243 ҫын килнӗ. Хамӑр тӑрӑхра тӗпленнисем те пурӑнмалли вырӑна улӑштараҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта ун пеккисем 1433 ҫын пулнӑ. Пӗлтӗр ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхра ун пек утӑма 538 ҫын тунӑ.