Ҫур кунӗ ҫитсессӗн, юр ирӗлсе пӗтсессӗн халӑх тавралӑха тасатма тухать. Ялсенчи, хуласенчи хитрелӗх хӑвартрах таврӑнтӑр тесе вӑйне те вӑхӑтне те шеллемесӗр ӗҫлет. Президент администрацийӗ те ку ӗҫе хутшӑнать — паян, акан 17-мӗшӗнче вӗсем те кӳлпеш (залив) тавралӑхне тасатма тухрӗҫ.
Кӳлпеш хӗрри хӗл хушшинче самай ҫӳп-ҫапланнӑ — пӗлтӗрхи туратсем, хут, пӗрре усӑ курмалли савӑт-сапа, пушӑ кӗленчесем — мӗн кӑна лекмерӗ пулӗ вӗсен кӗреплепе шӑпӑр айне! Пухӑннӑ ҫуп-ҫап пурӗ 30 миххе вырнаҫрӗ.