Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: Чунҫӳревҫӗсем кӑҫал Азербайджана ҫитесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.06.2015 11:33 | 12486 хут пӑхнӑ
Афиша Азербайджанри Сабир ялӗ / Яндекс картти
Азербайджанри Сабир ялӗ / Яндекс картти

Тепӗр уйӑхран, утӑн 5-мӗшӗнче «Чунҫӳрев—I/ХХ» ҫула тухмалла, 26-мӗш хут йӗркеленекенскер кӑҫӑл Азербайджан ҫӗрне ҫитесшӗн.

Чунҫӳреве йӗркелекен Ултиар Цыпленков каласа кӑтартнӑ тӑрӑх кӑҫалхи маршрут ҫапларах пулӗ: утӑн 5-мӗшӗнче ирхине ҫула тухмалла; вӑл кунах каҫхи Ӗренпур облаҫӗнчи Грачевка районне кӗрекен Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнеигнашкино) ялне ҫитмелле; тепӗр кунне Самар тӑрӑхӗнчи Ҫӑлкуҫ ялне кӗрсе тухма палӑртаҫҫӗ; малалла вара Калмӑксен ҫӗрӗн тӗп хулинче Элистара, Дагестанри Буйнаксра лартнӑ юпа патӗнче, Дербентра чарӑнӗҫ. Азербайджан ҫӗрне ҫитсен чӑвашсен несӗлӗсем пурӑннӑ вырӑнсене кайса курас шухӑшлӑ — Сабир (Шемах районӗ) тата Быгыр (Гекчай районӗ) ялӗсене. Кунта, паллах, пӗтӗмпех вырӑнтисенчен килет — ӑҫта илсе ҫитерейреҫҫӗ ҫавӑнта ҫитсе курӗҫ. Каялла килнӗ чухне вара чунҫӳревҫӗсем Пенза чӑвашӗсем патне кӗрсе тухас шухӑшлӑ. Ҫулҫӳрев пурӗ 12 куна кая мар тӑсӑлӗ.

Чунҫӳрев хакӗ пӗлтӗрхинчен йӳнӗрех пулмалла. Хальлӗхе аслисенчен 13 пин, студентсенчен 5–6 пин пуҫтараҫҫӗ. Ҫула пӗр автобуспа кӑна тухма палӑртаҫҫӗ, темиҫепе тухни чунҫӳреве самай йывӑрлатни пирки пӗлтерет Олег Михайлович. Тата кашнин чикӗ леш енче ҫӳреме май паракан паспорт пулмалла — Азербайджан паянхи кун урӑх патшалӑх шутланать. Каяс кӑмӑл пул пулсан Ултиар Цыпленковпа 8-927-667-93-23 номерпа ҫыхӑнма пултаратӑр.

Азербайджан ҫерне ҫитсен чӑвашсем юпа лартас шухӑшлӑ — ӑна яланхилле Вячеслав Еткер касса пама шантарнӑ. Сабирпа Быгыр ялӗсем чӑвашсемпе мӗнпе ҫыхӑнни пирки В.В. Николаев хатӗрленӗ «Иллюстрированная история чувашей. 3-я книга» кӗнекере паллашма пултаратӑр.

#Ӗренпур облаҫӗ, #чунҫӳревсем, #чӑвашлӑх, #Сабир, #Азербайджан, #Быгыр, #Самар облаҫӗ, #Ҫӑлкуҫ, #Ҫирӗклӗ Тук

 

Комментари:

Неажно 2 // 1721.11.6639
2015.06.04 16:46
Название села возможно арабское), гляньте на имя мера Багдада.
Неважно 2 // 1721.11.6639
2015.06.04 17:07
Ещё у татар и у других мусульман фамилии: сабиров, кабиров)
Неважно 2 // 3796.88.3537
2015.06.04 21:19
https://ru.wikipedia.org/wiki/Сабир

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем