Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «2014 ҫулхи чи лайӑх страхователь» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Чӑваш Енри 17,5 пин организаципе ҫынсене тара тытса ӗҫлеттерекен усламҫӑ куҫӑнсӑр майпа хутшӑннӑ.
Чи лайӑххисене палӑртнӑ чух пенси тата медицина страхованийӗ валли укҫа епле куҫарса пынине, отчета хальхи технологисемпе тӑратнине, вӑл е ку организаципе усламҫӑ пирки ҫынсем ҫӑхавланипе ҫӑхавламаннине, ӗҫ укҫи регионта пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫепе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тата ытти хӑш-пӗр саманта шута илнӗ.
«500 ҫынтан ытла ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра Шупашкарти «Керамика» общество, Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ, Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ ҫӑкӑр савучӗ тата кану вӑхӑтӗнче тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ кӑларакан «ХСН» общество ҫӗнтернӗ.
«100 ҫынтан пуҫласа 500 ҫын таран ӗҫлекен страхователь» ушкӑнра Елчӗк районӗнчи «Комбайн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Ҫӗрпӳри 139-мӗш номерлӗ ҫул-йӗрпе эксплуатаци предприятийӗ, Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирма, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» общество мала тухнӑ.
«100 ҫынтан сахалтарах ҫынлӑ страхователь» ушкӑнра лайӑххисен шутне Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат редакцийӗ, Канашри «Северяночка» предприяти, Ҫӗмӗрлери «Юсав мастерскойӗ тата автофургон енӗпе ӗҫлекен конструктор бюровӗ» АУО, Патӑрьелти «Батыревское» АХО палӑрнӑ.
«Тара тытса ӗҫлеттерекен уйрӑм усламҫӑсем» ушкӑнра Улатӑр районӗнчи вӑрман ӗҫӗпе аппаланакан Татьяна Харламова, Канашри сӗтел-пукан ӑсти Геннадий Трофимов, Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑҫран тӗрлӗ конструкци ӑсталакан Николай Арбузов, Элӗк районӗнчи Сергей Волков фермер ҫӗнтернӗ.