Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан управляющи компанисем епле ӗҫлени тӑрӑх Раҫҫей шайӗнчи регионсене хакланӑ. Танлаштарӑма Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд йӗркеленӗ.
Управляющи компанисене пилӗк енпе хак панӑ: ӗҫ калӑпӑшне, укҫа-тенкӗ енчен тӑнӑҫлине, тухӑҫлӑха, ят-сумлӑха тата уҫҫӑнлӑха кура. Чӑваш Енри управляющи компанисем Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑн, Атӑлҫи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Танлаштарӑма пурӗ 15 пин ытла организаципе уйрӑм усламҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсем пурте — нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑраканскерсем.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен Чӑваш Ене 163 управляющи компани шутланать. Вӗсенчен 125-шӗ лицензи илнӗ. Унсӑр пуҫне ку отрасле тата тепӗр 2 компани ҫӗнӗрен кӗнӗ. 32 организацие ирӗк паман, 16-шӗ хӑйсен кӑмӑлӗпе ӗҫлеме пӑрахнӑ.