Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпар: Республикӑра чӑваш чӗлхи эрни пырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.04.2010 10:33 | 2272 хут пӑхнӑ

Акан 24-мӗшӗнче, Яковлев Иван Яковлевич ҫуралнӑ кун, чӑвашра Чӑваш чӗлхи кунне палӑртаҫҫӗ. Акан 19-мӗшнчен пуҫласа эрне тӑршшӗпех — чӑваш чӗлхи эрни иртет.

 

Кӑҫал ҫак мероприятисене ирттерме палӑртнӑ:

Нарӑс, 4«Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ-конкурс. 22 пин ытла ача хутшӑннӑ.

Нарӑс, 6 — регионсем хушшинчи чӑваш чӗлхи олимпиади. 160 шкул ачи хутшӑннӑ.

Ака, 1 — «Чӑваш Республикин район тӗпӗсенчи тата хулисенчи шкул ачисем чӑваш пӗлни» ҫавра сӗтел иртнӗ. 30 вӗрентӳҫӗ пулнӑ.

Ака, 10 — «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ. 86 вӗренекен хутшӑннӑ.

Ака, 19Чӑваш чӗлхи эрнине уҫни. И.Я.Яковлева халалланӑ «Букварьтен илемлӗ литература таран» республика ӑмӑртӑвне ирттернӗ. I тура 159 ача хутшӑннӑ.

Ака, 20 — Вӗрентекенсем хушшинче «Тӑван чӗлхен хисепне ӳстерме тата ӑна вӗрентме усӑ курмалли ҫӗнӗ меслетсем» семинар ирттернӗ.

Ака, 21 — ЧПУ-ра 10-11 класра вӗренекен шкул ачисем университет преподавателӗсемпе тӗл пулнӑ.

Ака, 22 — ЧППУ-н чӑваш филологи факультетӗнче «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» конференци иртӗ.

Ака, 23 — «Чӗререн» телегостинӑй

Ака, 24Шупашкарти И.Я. Яковлев палӑкӗ патӗнчи скверта Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи» митинг иртӗ.

Ака, 27Чӑваш чӗлхи эрнине пӗтӗмлетни.

#конференцисем, #чӑваш патшалӑх университечӗ, #чӑваш чӗлхи, #Шупашкар, #семинарсем, #чӑваш чӗлхи кунӗ, #ЧППУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем