Шупашкарта Айхи проспекчӗпе Фучик урамне ҫыхӑнтармалли икӗ сийлӗ ҫӳл ҫыхӑнӑвне кам тӑвасси пирки уҫӑ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗртен пӗр «СУОР» ТМЯП кӑна хутшӑннӑ та вӑлах ҫӗнтерӳҫӗ пулса тухнӑ.
Конкурс хучӗсем тӑрӑх контрактшӑн 373,7 миллион ыйтнӑ, Ермолаев хуҫан предприятийӗ вара 350 миллионпа ӗҫе туса ҫитерме килӗшнӗ. Ҫул ҫыхӑнӑвне 2016 ҫулӑн раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле имӗш.
«СУОР» ТМЯП «Садовӑй» микрорайона ҫӗклет. Унччен вӑл ҫул сарас тӗлӗшпе ӗҫлени пулман имӗш. Ку проект — чи малтанхи пулӗ. «Айхи–Фучик–Хмельницкий» икӗ сийлӗ ҫул ҫыхӑнӑвӗн пӗтӗмешле хакӗ 4 миллиард тенке кайса лармалла имӗш, ҫапла май хальхи конкурс тӑрӑх ҫак ӗҫӗн пуҫламӑшне кӑна пуҫарнӑ. «СУОР»-ӑн Айхи проспекчӗпе Фучик урамне ҫыхӑнтарма тивӗ. Пӗтӗмӗшле проекта вара 2019 ҫул тӗлне туса ҫитермелле, ун валли темиҫе ҫурта ишме тивӗ, унта пурӑнакан ҫынсене ҫӗнӗ хваттерсене куҫармалла пулӗ.