Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Библи чӑвашла пичетленсе тухнӑ ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗ пурне те чунтан саламлать. «Тӑван сӑмах пире тӑванпа ҫыхать: чӗррисемпе, кайнисемпе, ӳлӗмхисемпе. Ҫыхӑну татӑлсан — тӗнче тӗнӗлтен тухать».
Йывӑр та кӑткӑс куҫару ӗҫне институт ӗҫченӗсем те хӑйсен тӳпине хывнӑ. А.А.Тимофеев (Ыхра), Ю.В.Яковлев ячӗсене К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче ӗнер иртнӗ савӑнӑҫлӑ Пухура пӗрре кӑна мар асӑннӑ, Г.А.Дегтяревпа Г.Ф.Юмарта Шупашкар тата Чӑваш Ен Митрополитечӗн Варнава архиерейӑн Хисеп грамотипе чысланӑ.
Хӗрлӗ питлӗ хулӑн Кӗнекери ҫӗн сывлӑш илнӗ чӑваш чӗлхи тӑван халӑха та, тӗпчевҫӗсене те малашнехи пурнӑҫӑмӑрта вӑй-хӑват кӳрсе тӑтӑрччӗ.
Аçтахар Плотников // 3034.56.4033
2010.04.23 21:51 | |
Фёдоров чылай чиркӳ хăпартрĕ, анчах та кунашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ уява пыман... Чăн та вара чăваш чĕлхишĕн пăшăрханать-ши?
Тата хăшĕсене пупсен йышĕ ытла нумай пулни килĕшмен — çĕр ытла унта вĕсем пулнă тет. Хам курман...
Библине сутмаççĕ. Парнелеме çеç пултараççĕ. Çичĕ пинпе кăларнăскер (Китайра пичетленĕ) хăш-пĕр çын аллине çеç лекет пулас.