Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Елчӗксен те Акатуйӗ хаваслӑ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.06.2015 20:32 | 1988 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Елчӗк районӗ те Акатуйра савӑннӑ. Ӑна вӗсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей кунне халалланӑ. Уяв Елчӗкри «Ырсамай» паркӗнче кӗрленӗ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Акатуйра районти кашни ял тӑрӑхӗ хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, илемлетсе капӑрлатнӑ. Кашни кӗтес хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, шӑрттанпа хуплу тутанса пӑхма сӗннӗ. Унсӑр пуҫне кашни ял тӑрӑхӗ хӑйсен уйрӑмлӑхне, мӗнпе чапа тухнине палӑртма тӑрӑшнӑ.

Акатуйра тӗрлӗ мероприятисем пулнӑ: «Вула, Елчӗк ен!», «Кӗнеке урлӑ халӑхсен килӗшӗвӗ патне» курав, «Елчӗксем литература тӗпелӗнче» литература хӑна кӗтесӗ, «Елчӗк районӗн литература картти» тата ыттисем.

Уяв, паллах, тивӗҫлисене чысланисӗр, тӗрлӗ тӳре-шара тухса сӑмах каланисӗр, чаплӑ концертсӑр иртмен. Елчӗк районӗн официаллӑ сайчӗ Акатуй вӗтти-ваттине те кӑмӑла кайни пирки пӗлтерет.

Сӑнсем: 1 пай (57), 2 пай (28), 3 пай (74), 4 пай (53), 5 пай (83), 6 пай (31)

#Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Раҫҫей кунӗ, #культура, #концертсем, #уявсем, #Елчӗк районӗ, #Елчӗк, #Акатуй, #Литература ҫулталӑкӗ, #литература

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем