Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Йӗпреҫ районӗнче «Авалхи халӑхсен кӗввисем» фольклор уявӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 15.06.2015 17:19 | 1848 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнче «Авалхи халӑхсен кӗввисем» фольклор уявӗ иртнӗ. Зоя Яковлева ертӳҫӗ пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, юрӑ картине чӗннӗ.

Уяв картине уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ посёлок пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов, район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Луиза Григорьева, социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Инна Алексеева, Йӗпреҫ районӗн культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Александр Майоров хутшӑннӑ.

Уява «Илем» ансамбль уҫнӑ. Чӑваш Тимеш культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Ирҫе Ҫармӑс культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Горнипов» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Хурамалти «Алтшав» фольклор ушкӑнӗ, Кӗлӗмкассинчи «Йӑлтӑм» фольклор ушкӑнӗ хӑйсен юррисемпе савӑнтарнӑ.

Уяв хыҫҫӑн «Вӑйламассен вӑййисем» спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӗрен туртса, кӗвентепе шыв йӑтса, лаша урапине куҫарса ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысланӑ.

Сӑнсем (128)

#Ирҫе Ҫармӑс, #чӑвашлӑх, #уявсем, #концертсем, #Йӗпреҫ районӗ, #Хурамал, #Кӗлӗмкасси, #Чӑваш Тимеш, #ӑмӑртусем, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем