Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта ашшӗ-амӑшне шкулсене ирӗксӗр пулӑштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти прокуратура тӗрӗслевӗ тупса палӑртнӑ.
Прокуратура шкулсем «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнура мӗн ҫырса хунине хакланӑ. Вырӑнти норматив актӗнчи хӑш-пӗр пункт «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман.
Асӑннӑ саккун ачасене федерацин вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗр вӗрентмелле. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта вара «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнусенче ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме, шкула хӑтлӑх кӳме тата юсама май килнӗ таран пулӑшасси пирки ҫырса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗн тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ тӗллевпе ӗҫе пурнӑҫлассишӗн вӗсем явапли пирки те кӑтартса хӑварнӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, ашшӗ-амӑшне шкула ирӗксӗр пулӑштармалла туса хунӑ темелле.
Федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман хутсене йӗркене кӗртмелли пирки прокуратура 9 хирӗҫлев ҫырса панӑ.