Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш чӗлхи кунӗ: малашлӑхпа ҫӗнӗлӗх» ҫавра сӗтел иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.04.2010 14:50 | 2413 хут пӑхнӑ
И. Я. Яковлев
И. Я. Яковлев

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗ умӗн «ҫавра сӗтел» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна «Чӑваш чӗлхи кунӗ: малашлӑхпа ҫӗнӗлӗх» ят панӑ. Кун йӗркине 3 пая уйӑрнӑ. «Чӗлхемӗрпе ӑс-хакӑлӑн паянхи ҫутлӑхӗ» пайра Чӑваш Енре тӗпленнӗ халӑх пултарулӑхне, пуҫарулӑхне, унӑн ӑс-тӑн, культура шайне тӑван чӗлхепе пуянлатассине сӳтсе явма палӑртнӑ. Иккӗмӗшӗнче «Чӗлхесем ҫинчен калакан» саккунпа килӗшӳллӗн 2012 ҫулчченхи программӑпа ӗҫлессине, чӑваш чӗлхин ӑнлантару словарӗ, пысӑк калӑпӑшлӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарӗпе» «Чӑвашла-вырӑсла словарьне», лексикӑн электрон тулли версине хатӗрлессине пӑхса тухма тӗв тытнӑ. Виҫҫӗмӗш пая чӗлхемӗрӗн тӗрлӗ ыйтӑвне ҫутатса тата тишкерсе 2009 ҫулта институт пичетленӗ кӗнекесемпе паллаштарассине кӗртнӗ.

Чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ларусем тавлашуллӑ та шавлӑ иртеҫҫӗ. Кашни ӑсчах хӑйӗн шухӑшне ӗнентересшӗн тӑрӑшать. Ҫавна асра тытсах ЧР Вӗрентӳ институчӗн кафедрин ертӳҫи Ю.М.Виноградов пухӑннисене саламлас вырӑнне: «Паян кунта мӗнле революци пулать?» — тесе ыйтрӗ. Чӗлхе пӗр вырӑнта хытса тӑмасть, унӑн лексики пуянланмалла, грамматики ҫӗнелмелле...

Малтанах ЧПГӐИ чӗлхе пӗлӗвӗн пайӗн ӑслӑлӑхӑн ертсе пыракан ӗҫченӗ А.П.Хусанкай сӑмах илчӗ:

— Чӗлхе ҫинчен калакан саккуна йышӑннӑранпа кӗркунне 20 ҫул ҫитӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртмелли программӑна пухӑннисенчен ятарласа кам та пулин шӗкӗлченӗ-ши? Унта тӑван чӗлхене пырса тивмен мероприяти чылай. Тӗслӗхрен, Республика кунӗнче ҫулсерен «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль йӗркелеҫҫӗ. Уява ҫӗршывӑмӑрти тӗрлӗ регионтан хӑнасем ҫитеҫҫӗ. Культура тӗлӗшӗнчен мероприяти пӗлтерӗшӗ пысӑк, анчах тӑван чӗлхене аталантарас ӗҫе тумасть вӑл. «Ҫавра сӗтел» йышши пухусене министерство ӗҫченӗсем килеҫҫӗ, кашни сӑмаха хӑлхана чикеҫҫӗ. Лару-тӑру ҫӑмӑл маррине туйса пуҫ усса тухаҫҫӗ. Ҫакӑнпа ӗҫ пӑчланать. Хамӑрӑн вӑя ҫеҫ шанма тивет.

Пирӗн патшалӑх чӗлхи — иккӗ. Хальлӗхе иккӗшӗнпе те пӗр тан усӑ курмастпӑр. Мӗншӗн? Саккунсене вырӑсла йышӑнаҫҫӗ, куҫарса «Хыпарта» пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗсенче тӑван чӗлхе пачах янӑрамасть. Унччен влаҫрисем чӑвашла перкелешетчӗҫ. Министерствӑсенче официаллӑ хутсене чӑвашла ҫырмаҫҫӗ. Ҫакӑ патшалӑх тытӑмӗсенче чӑвашлӑх пӑчланнине пӗлтерет. Вӗрентӳ тытӑмӗнче шанӑҫ юлать, анчах кунта та савӑнмалли ҫук. Калӑпӑр, республикӑра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 511 учреждени. Вӗсенчен 65% — чӑваш, 31% — вырӑс, 3% — тутар тата 1% мордва чӗлхиллӗ шкулсем. Чӑваш тата тутар чӗлхеллисенче уроксене 1-мӗш класран пуҫласа 5-мӗш класс таран тӑван чӗлхепе вӗренеҫҫӗ. Эппин, чӑваш чӗлхи пуҫламӑш шкулта ҫеҫ. И.Я.Яковлев вӑхӑтне таврӑнтӑмӑр.

Халӑх ӑстисен кӗнекисем вырӑсла пичетленнӗ чухне ЮНЕСКО тӗпчевӗн пӗтӗмлетӗвӗпе тавлашма йывӑр. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗр ҫинчен ҫухалса пыраканнисен йышне 135 чӗлхе лекнӗ. Ҫак хыпар обществӑна пӑлхатнине шута илер. Пухусемпе «ҫавра сӗтелсем» иртрӗҫ. Хӑрушӑ систерӳпе килӗшменнисем йышлӑччӗ. Эппин, сывлатпӑр-ха, хамӑр ҫинчен пӗлтеретпӗр, — терӗ Атнер Петрович.

Унӑн сӑмахӗсене хирӗҫлекен тупӑнмарӗ. Чӗлхе пуласлӑхӗ иккӗлентерет.

— Акӑ Г.С.Лебедев композитор ҫуралса ӳснӗ ялта шӑпӑрлансемпе ҫемьере вырӑсла пуплеҫҫӗ. Тап-таса чӑвашла калаҫакан аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗ ачана тӑван сӑмахсене вӗрентмест. Чӑваш ҫемйинчен тухнӑ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ та аслӑ пӗлӳ илме пуҫласанах тӑван чӗлхерен писет, — пӗлтерчӗ ЧПГӐИ пай пуҫлӑхӗ Л.П. Петров. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ В.А.Абрамов пӑшӑрханӑвне палӑртма васкарӗ:

— Атнер Петрович ҫӗкленӗ ыйтусем хыҫҫӑн ҫак шухӑш патне ҫитрӗм. Пирӗн патшалӑх чӗлхи пур, анчах вӑл хӑйӗн тупри ҫинчен манчӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чӗлхе аталанӑвӗ савӑнтарчӗ, халӗ каялла чакма пуҫларӑмӑр. Ҫакна «Чечня синдромӗ» темелле-ши? Мускаври национальноҫсен палатинче хамӑра хӳтӗлеттӗмӗр, паян аран-аран сывлатпӑр. Астӑватӑр-и: абитуриентӑн экзамена тӑван чӗлхепе тытма ирӗк пурччӗ. Ҫавӑн чухне филологи факультетӗнче вӗренме пӗр вырӑншӑн 7-8-ӑн тупӑшатчӗҫ. Халӗ чӑваш чӗлхине университетра шӗкӗлчес тесен вырӑс чӗлхипе, литературипе ППЭ тытмалла. Тӑван литературӑна пӗлнипе пӗлменни пӗлтерӗшсӗр.

Чӑваш наци музейӗнче кӗрлесе иртнӗ Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхепе калаҫас ыйтӑва ҫӗкленӗ форум шӑв-шав ҫӗклерӗ. Ун пирки Мускав хаҫачӗсенче те ҫырчӗҫ, тавлашрӗҫ. Чылай халӑхӑн ӗмӗртен ӗмӗре ӑрусене ҫыхӑнтарнӑ чӗлхе хӑрушлӑха лекнӗ. Пурнӑҫ малалла шӑвать. Интернет, реклама тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Кӳршӗ республикӑра акӑ реклама плакачӗсем ҫине тутарла, вырӑсла ҫырмалла. Ҫак йышӑнӑва кӗртес тесе ЧР Президенчӗ, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне яма ҫырусем хатӗрлетпӗр.

Ҫӗнӗ ӑру вырӑнтан хускални ҫеҫ шанӑҫ парать. Пӗлтӗр чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хастар» обществи вӑй илчӗ. Тин ҫеҫ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫӑн «Салам» культура центрӗ йӗркеленчӗ. Ӑмӑртса ӗҫлени паха, пӗр-пӗрне ура ан хурӑр ҫеҫ. Кашни хӑйӗн ӗҫне туса пӗр тӗллев патне туртӑнмалла, — терӗ Валентин Александрович.

Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ сӗтел хушшине пухӑннӑ ӑсчахсене, студентсене кӑсӑклантарчӗ. «Салам» ертӳҫи П.Н.Ермолаев тӗплӗ доклад хатӗрленӗ. Вӑл юхӑмӑн тӗп тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ.

— 10 ҫул каялла хула урамӗсенче чӑвашла сӑмах илтейместӗмӗр. Паян лавккасенче, общество транспортӗнче тӑван чӗлхепе пуплени хӑлхана кӗрет. Манӑн шухӑшпа, чӑваш культурипе ача садӗнченех паллаштарма пуҫламалла, — терӗ Петр. — Пушӑ вӑхӑтра ҫамрӑксем компьютер умӗнче лараҫҫӗ. Социаллӑ сайтсенче ятарлӑ ушкӑнсем тумалла. Пирӗн культура центрӗн хастарӗсем республика тулашне концертпа час-часах ҫӳреҫҫӗ. Диаспорӑра пурӑнакансем калаҫу кӗнекисем ыйтаҫҫӗ. Вӗсене Г.А. Дегтярӑв хатӗрленине пӗлетпӗр. Пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре хӑйсен черетне кӗтсе выртаканскерсене республика тулашне ҫитересчӗ. Чӑваш чӗлхин грамматикин электрон кӑларӑмӗ те кашни шкула лекеймен.

Тин ҫеҫ хальхи юрӑсен пуххине пичетлесе кӑлартӑмӑр, аудиоверсине хатӗрлерӗмӗр. Хулари шкулсенчи Чӑваш чӗлхи эрнипе ҫыхӑннӑ мероприятийӗсенче пулса курма тиврӗ. Шӑпӑрлансем тӑван халӑх юррисене килӗштереҫҫӗ, телефонри ахаль шӑнкӑрав вырӑнне вӗсене лартаҫҫӗ, ҫырса илеҫҫӗ. Ачасем пирӗн эстрада концерчӗсене кӑмӑлласа ҫӳреҫҫӗ. Наци радио ялсенче пӗр чарӑнмасӑр «калаҫать». Темшӗн-ҫке чӑваш телекуравӗ хӑйӗнпе мухтантармасть.

Пӗрлешӗвӗн пуҫламӑш утӑмӗсем курӑмлӑ, вӑл малашне тӗрӗс-тӗкел ӗҫлессе шанас килет. М.И.Скворцов чӗлхеҫӗ савӑнтарчӗ те, хурлантарчӗ те:

— Культура пурнӑҫӗ словарьсӗр пулма пултараймасть. Хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ Совет Союзӗн территорийӗпех саланчӗ. Наци словарӗн ҫӗнетнӗ варианчӗ кирлех. Унччен ку ӗҫре пуҫлӑхсем пулӑшма шантарнӑччӗ, халӗ: «Патшалӑхӑн майӗ ҫук, хӑвӑр шырӑр», — теҫҫӗ. Тӗлӗннипе ҫӑвар кармалли ҫеҫ юлчӗ. Издательствӑпа калаҫса татӑлтӑмӑр, укҫа-тенкӗ ҫуккипе ӗҫ чарӑнчӗ. Кӗске япала пулсан хӑвӑртах пичетлетчӗҫ. 80 пин тиражлӑ кӗнекен хӑй хаклӑхӗ пысӑк. Пӗрне 2500 тенкӗпе сӗнме тивӗ. Ҫак ыйтӑва халех татса парасчӗ. Ҫын шанӑҫсӑр пурӑнаймӗ. Акан 23-мӗшӗнче ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗ ҫырулӑх аталанӑвӗн семинарне йӗркелет. Чӑваш тӗлӗрмест: Пушкӑрт Республикинче «Урал сасси», Чӗмпӗрте «Канаш», Хусанта «Сувар» хаҫатсем кун ҫути кураҫҫӗ. Редакцисем вырӑнти хӑй тытӑмлах бюджетне пуҫ ҫапмаҫҫӗ, вӗсене усламҫӑсем пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн те ӑс-тӑн пур.

Ҫакна асӑнса хӑварар: Тутарстан тулашӗнче тутарла 48 хаҫат пичетленет. Вӗсем ҫӗршывра халӑх шучӗпе — иккӗмӗш вырӑнта. Эпир тӑваттӑмӗш пулнине шута илсен чӑваш диаспоринче миҫе хаҫат тухмалла-ши?

ЧПГӐИ ӑслӑлӑхӗн ертсе пыракан ӗҫченӗ Г.А. Дегтярёв Правительство ҫуртӗнче чӑваш чӗлхи урокӗсене вӗрентнине аса илчӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППИн пӗр факультетӗнчи пирвайхи занятире вырӑс ушкӑнӗн студенчӗсем: «Нумай тытӑнса тӑраймӑр. Сирӗн умӗнхи те тухса кайрӗ», — тенӗ. Геннадий Анатольевич хӑйӗн ҫирӗплӗхне кӑтартнӑ, ҫуркунне йӗкӗлтешнӗ ҫамрӑксене зачет тыттарнӑ. Педагогика институтӗнчен министрсене тӑван чӗлхе вӗрентме чупнӑ вӑл, курс вӗҫӗнче экзамен тытма пулӑшнӑ. Ун чухне чӗлхе хисепре пулнӑ.

Шупашкарти коопераци институтӗнчи тӗслӗхпе паллашсан хӗрӳ тавлашу пуҫланчӗ. Аслӑ шкулта 16-мӗш ҫул тӑрӑшакан Л.А.Петрова чун ыратӑвӗпе килнӗ:

— Ушкӑнсене 2 пая уйӑрса ӗҫлетпӗр. Унччен чӑваш чӗлхи занятийӗсем ҫулталӑк тӑршшӗпе 72 сехетчӗ. Пӗлтӗр 36 тӑрса юлчӗ. Студентсемпе халӗ 4 уйӑх тӑрмашатпӑр. Вӗрентетпӗр тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Институтра ирҫе, ҫармӑс, тутар, ҫурма чӑваш ачисем пӗлӳ пухаҫҫӗ. Пирвайхи занятире пӗр-пӗринпе паллашатпӑр, хӑш шкултан пулнине тӗпчетӗп. Шупашкар ҫамрӑкӗсем пирки уйрӑммӑн калас килет: хулара ҫуралса ӳснӗскерсем чӑвашла 1-рен пуҫласа 10 таран шутлаймаҫҫӗ. Шкулсенче 9-мӗш класс таран мӗне вӗрентеҫҫӗ-ши? «Нарспи» авторӗ Иван Яковлев, Ҫеҫпӗл Мишши теҫҫӗ. Вӗсене итлесе ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать. Чӑваш ачин ҫапла хуравламалла-и? Словарьпе ӗҫлеме пӗлмеҫҫӗ. «Юр ирӗлет те симӗс курӑк тухать» предложение «Снег тает и зеленые грачи прилетают» тесе куҫараҫҫӗ. 18 занятире 100 таран шутлама, 100 ӗҫ-хӗл ятне вӗрентетӗп, пӗчӗк диктантсем ҫыртаратӑп. Унччен «Эпӗ вырӑс» текенскерсем «Эпӗ чӑваш» теме пуҫлаҫҫӗ. «Шкулта мӗнле вӗреннӗ?» — ыйтрӑм пӗррехинче. «Мана урокран яратчӗҫ», — хуравларӗ пӗр студент. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ республика ҫинчен пачах пӗлмест. Атӑл ҫинчи хуласенчен Хусана, Чулхулана асӑнать, районсен шутне тӗрӗс калаймасть. Улатӑрпа Пӑрачкав районӗсен ҫамрӑкӗсем чӑваш чӗлхине ыттисенчен уйӑракан ӑ, ӗ, ӳ, ҫ саспаллисем ҫинчен илтмен те. Ҫулсерен пӗлӳрен хавшакрах студентсем килеҫҫӗ. Пирӗн, преподавательсен, ӗҫлемех тивет.

Пухӑннисем хулари шкулта чӑваш чӗлхи шайӗ тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннине, вӗрентекенсен тӑрӑшӑвне асӑнчӗҫ. Ҫамрӑксем суйнине ӗнентерес текенсем те тупӑнчӗҫ. Л.Петровӑна ҫак сӑмахсем лӑплантараймарӗҫ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультечӗн кафедрин ертӳҫи А.Р.Губанов ҫӗнӗлӗхпе паллаштарчӗ. Преподаватель чӑваш сӑмахӗсен пуххин электрон версине хатӗрлес ӗҫе кӳлӗннӗ. Картотекӑна 300 пин сӑмах кӗртме палӑртнӑ. Унта вӗсен пулӑвне, пӗлтерӗшне, морфологине кӑтартӗҫ. Ятарлӑ программа та йӗркеленӗ, сӑмахсене вырнаҫтарасси кӑна юлнӑ. Планра — текстотека хатӗрлесси. Вӑл чӑваш ҫыравҫисемпе поэтсен хайлавӗсемпе килтен тухмасӑр паллашма май парӗ. Ларура ҫӗнӗлӗхе «сӑмах пухмачӗ» тесе палӑртрӗҫ. Вӑл ялти шкул вӗрентекенӗсен кӑмӑлне каяссинче иккӗленмерӗҫ. ЧПУ профессорӗ В.И.Сергеев ял шӑпи пирки шухӑшлаттарчӗ:

— Эпир Муркаш районӗнчи Тивӗш шкулӗнчен 10-мӗшсем тӑватӑ класс вӗренсе тухрӑмӑр. Парта хушшинче 3-4 лараттӑмӑр. Иртнӗ кунсенче тӑван ялӑма ҫитсе куртӑм. 17 хусах пурӑнать. Вӗсем ҫемье ҫавӑрасси пирки ӗмӗтленмеҫҫӗ те. Чӑвашӑн ачи пулмасан пуласлӑх ҫинчен калаҫнин усси ҫук. Шкула хупрӗҫ, ӑна ҫаратса пӗтерчӗҫ. Анчах хӑпартса лартнӑ пӗлӳ ҫурчӗ пушӑ. Университетра пӗр курсра — 120, куҫӑмсӑр майпа тепӗр 170 студент вӗренеттӗмӗр. Ял тыткӑчи — шкул. Ачисене инҫете яма тивнӗрен хӗрарӑмсем ҫуратасшӑн та мар пулӗ.

«Ҫавра сӗтелӗн» пӗтӗмлетӗвне ятарласа тумарӗҫ. Кашни хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе юлчӗ. Ҫамрӑксем хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусен хуравӗсене илтеймерӗҫ. Тен, шурӑ сухалсем ҫапла туни тӗрӗс те. Пӑтӑрмахсене хамӑр тӗллӗн парӑнтарма хӑнӑхмалла. Пулӑшакансем, ӑс паракансем юлмасан кама шанӑпӑр?

#Шупашкарти коопераци институчӗ, #ЧПГӐИ, #Шупашкар, #чӑваш чӗлхи, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #Муркаш районӗ, #Тутарстан, #Тивӗш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем