Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне чылай тӑрӑхран ҫитмелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.06.2015 10:23 | 1433 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.

Уява Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал унта Беларуҫри «Хамӑр ял» фольклор ансамблӗ, Мускав чӑвашӗсен «Атӑл» хорӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Уяв» фольклор ушкӑнӗ, Пушкӑртстанри Кармаскалӑ районӗнчи Суук-Чишма культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шевле» халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнчи Пысӑк Микушка ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, Сарӑту облаҫӗнчи Калмантай культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пилеш» фольклор ансамблӗ, Иркутск облаҫӗнчи ачасен пӗрремӗш фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем, «Туслӑх хӗлхемӗ» ушкӑн, Ӗренпур облаҫӗнчи Абдулино районӗнчи Артемьевск салинчи «Лейся, песня» халӑх фольклор ансамблӗ, Пенза облаҫӗнчи халӑх юррисен «Шӑпчӑксем» ансамблӗ, Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнчи Лысогорскри «Илем» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш юррин «Савӑнӑҫ» халӑх ансамблӗ, Хакас Республикинчи Усть-Абакан районӗнчи «Палан» чӑваш ушкӑнӗ хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ.

Республика кунӗнче 17 сехетрен пуҫласа 8 сехет ҫурӑччен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ЧНК йӗркеленӗ концерт пулать. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Конгресс умӗнче те яланхи пекех концерт пулӗ.

#концертсем, #уявсем, #Шупашкар, #Акатуй, #чӑвашлӑх, #ЧНК

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/410.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем