Республика кунӗ ҫывхарас умӗн, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче паллӑ пулӑм пулнӑ. Вӑл уйрӑмах социаллӑ тӳлеве тивӗҫнӗ ҫынсен асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Ҫак кун Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Ялсен 2014–2017 ҫулсенчи тата 2020 ҫулчченхи аталанӑвӗ» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫынсене ҫурт тумашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫамрӑк ҫемьесемпе специалистсене, ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсене саламланӑ, свидетельствӑсем панӑ.
Социаллӑ тӳлеве камсем тивӗҫнӗ-ха? И.Н.Лисаев фермер хуҫалӑхӗнче механизаторта ӗҫлекен Юрий Тибогайкина, «Нива» ЯХПКн хуралҫине Петр Данилова, «Коминтерн» ЯХПКн кассир бухгалтерне Наталия Егоровӑна, «Ирӗклӗх» колхозӑн ӗҫченне Ирина Ягодейкина тата вулавӑш ӗҫченне Вера Терентьевӑна панӑ. Александр Башкиров ҫамрӑксене свидетельство тыттарнӑ май ҫурт тӑвас ҫӗрте ӑнӑҫусем суннӑ.