Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Утӑн 2-мӗшӗнче Тихвин ярмӑркки уҫӑлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.07.2015 17:01 | 1586 хут пӑхнӑ
Культура

Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн йӑлана кӗнӗ Тихвин ярмӑркки уҫӑлӗ. Вӑл вырсарникунчченех тӑсӑлӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ апатлану тата суту-илӳ организацийӗсене, алӗҫ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене ярмӑрккӑна хутшӑнма чӗнет.

Историе тишкерес пулсан, Тихвин ярмӑркки тымарӗ 17–18-мӗш ӗмӗрсенче пуҫланать. Хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ патӗнче ҫӗр-ҫӗр ҫул халӑх сутма, туянма, канма пухӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑна выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк, алӗҫӗсем тата ытти ӗҫсем сутакансем хутшӑнаҫҫӗ.

Ярмӑрккӑ кунӗсенче аттракционсем ӗҫлӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, концерт, фестиваль, конкурссем пулӗҫ, ача-пӑча программисем ӗҫлӗҫ, ҫамрӑксен ташӑ каҫӗ иртӗ.

Кӑҫал ярмӑрккӑра Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫӗнӗ акушерпа пункчӗ уҫӑлӗ, шкултан вӗренсе тухакансене аттестатсем, медальсем парӗҫ. Ярмӑрккӑ кунӗсенче, кӗҫнерникун, эрнекун, шӑматкун каҫхине фейерверк курма май пулӗ.

#спорт ӑмӑртӑвӗсем, #фестивальсем, #концертсем, #Ҫырмапуҫ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #ярмӑрккасем, #ҫамрӑксем, #суту-илӳ, #Ҫӗрпӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем