Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваш кӗнеке издательстви хӑйӗн кӗнекисемпе Мускаври Хӗрлӗ тӳремре паллаштарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.07.2015 17:26 | 1382 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫей кӗнекисен куравӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта йӗркипе интерактивлӑ лапамсем пулнӑ. Василий Блаженный соборӗ патӗнчи тӗп сцена ҫинче кашни кун 100 яхӑн мероприяти иртнӗ Ҫав кунсенче Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейри 300 издательство вырнаҫнӑ. Вӗсем 300 пин ытла вулакана 100 пин ытла кӗнекепе паллаштарнӑ.

Пирӗн республикӑран Чӑваш кӗнеке издательстви кайнӑ. Мускав ҫыннисемпе хӑнисене вӗсем 150 ытла кӑларӑмпа паллаштарнӑ. Издательство директорӗ Валерий Комиссаров каланӑ тӑрӑх, ытларах ҫынсене «Халӑх маҫтӑрӗсен опытӗнчен» кӗнеке серийӗ кӑмӑла кайнӑ. Малтисен йышӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пулнӑ.

Чӑваш кӗнекисен тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Пӗрисем вӗсене ачисем валли кӑна мар, тӑванӗсем валли те туяннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш кӗнекисене курнӑ май хӑйсене ачалӑхра туйнӑ.

Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательстви Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра темиҫе пысӑк награда ҫӗнсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши — ҫӗрпе пӗлӗт чечекӗ» кӗнеке М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ. «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн дипломне ҫӗнсе илнӗ.

Валерий Комиссаровӑн шухӑшӗпе, ҫакнашкал куравсене хутшӑнмалла. Ку чӑваш кӗнекисемпе ыттисене паллаштармалли лайӑх мел. Ку ытти ҫӗршыв издательствисен опычӗпе паллашма та май парать.

#кӗнекесем, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #Мускав, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем