Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялне те карантина хупнӑ. Мӗн пулнӑ-ха унта?
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче юнкун, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Кудеиха ялӗнче тилӗ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ку Кире юханшывӗ хӗрринче пулнӑ.
Хӗрача, мӗн пулса иртнине лайах ӑнланса ӗлкӗрейменскер, тилле шывра путарнӑ. Унтан вӑл ӑна пулӑ тытмалли ҫеткӑпа ҫавӑрса илнӗ те ҫыран хӗрринче хӑварнӑ. Ҫав каҫах аллине тилӗ ҫыртна хӗрачана васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ.
Тилӗ виллине вара республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Специалистсем чӗрчун урнӑ чирпе чирлине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Кудеиха ялӗнчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫӗрӗ ҫинче карантин пулнине палӑртнӑ.