Юр ирӗлсе пӗтрӗ, ҫӗрсем типрӗҫ. Ҫавна май Комсомольски районӗн ял хуҫалӑх предприятийӗсем ака-суха ӗҫӗсене пуҫӑнчӗҫ те ӗнтӗ. Шел, кӗркунне акса хӑварнӑ кӗрхи тырӑсем, нумай ҫул ӳсекен курӑксем сивӗ ҫанталӑка пула лайӑх хӗл каҫайман. Акса хӑварнӑ хӑш-пӗр лаптӑксем шӑннӑ. Ҫавна май ял хуҫалӑх кооперативӗсенче ҫак культурӑсене ҫӗнӗрен акаҫҫӗ.
Акан 22-мӗшӗ тӗлне 1051 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкне апатлантарнӑ, 2744 гектарне сӳреленӗ.
Кӗркунне 14260 гектар ҫӗре сухаласа хӑварнӑччӗ. Вӗсенчен 2740 гектарне сӳреленӗ, 1305 гектарне культивациленӗ.
748 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене, 13 гектар пахча ҫимӗҫ акнӑ.
Районӗпе «Урожай» колхоз, «Рассвет», «Дружба», «Восток» ЯХПК-сем,«Слава картофелю» агрофирма тата ытти хуҫалӑхсем те ака-суха ӗҫӗсене пуҫӑннӑ.
Пур хуҫалӑхра та ҫӗрулмине суйлас ӗҫ пырать. Вӗсенчен 70 процентне суйласа яровизацилеме хунӑ.