Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Тутарстан Патшалӑх Канашӗ Пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисене хирӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.07.2015 21:43 | 1640 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

«Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗ пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисем хатӗрлеме сӗнекен саккуна хирӗҫ ҫыру хатӗрлет иккен. Тутарстанӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Илтар Мухаметов каланӑ тӑрӑх вӗренӳ кӗнекисен ӑшлӑхне пӗрешкел хатӗрлесен Раҫҫейри 190 тӗрлӗ халӑхӑн уйрӑмлӑхӗсене шута илме йывӑр.

Министр ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх Раҫҫейри ачасем хальхи вӑхӑтра 59 тӑван чӗлхепе вӗренеҫҫӗ, анчах Патшалӑх Думине тӑратнӑ саккунра вӗренӳ планне вырӑнти чӗлхесемпе хатӗрлеме ирӗк паракан право ҫук имӗш. Тутарстанри тӳре-шара шухӑшӗпе тӗрлӗ халӑхсемпе тӗнсен уйрӑмлӑхӗсемпе историе, географие, музыкӑна тата обществопӗлӗве вӗрентнӗ чухне хатӗрлекен программӑсене кӗртме манмалла мар.

Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви вара ку тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Патшалах Думин депутачӗсемпе килӗшет пулас. Хирӗҫле нимӗнле хут та хатӗрлени пирки хальлӗхе пӗлтермен.

Математика, вырӑс чӗлхипе литература тата Раҫҫей историне пӗрлехи вӗренӳ кӗнекесемпе вӗрентме хушакан саккуна Патшалӑх Думине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кӗртнӗ. Ӑна Ирина Яровая депутат хатӗрленӗ пулать. Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче депутатсем пӗрлехи вӗренӳ кӗнекисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме кӗртесшӗн пулнӑччӗ. 2013 ҫулта, аса илтерер, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе пӗрлехи истори вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлеме пуҫланӑ. Анчах ку ӗҫ чӑхӑмлама пуҫланӑран каярах пӗрлехи историпе культура стандартне тума, вӗренӳ кӗнекисене вара ӑна пӑхӑнса хатӗрлеме сӗннӗ.

#Тутарстан, #вӗренӳ, #Раҫҫейре, #саккунсем, #истори, #вырӑс чӗлхи, #политика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем